«СВО-на хутшӑнакансен ҫемйисене пулӑшу парас ӗҫе яланхи йӗркепе ирттермелле», – палӑртрӗ муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Александр Иванов. Ыйтӑва Муркаш муниципалитет округӗн Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене социаллӑ пулӑшу парас ыйтусемпе ӗҫлекен координаци центрӗн ларӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ.
Ларура ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшассипе тунӑ 2025 ҫулхи ӗҫсене, 2026 ҫулхи плансене сӳтсе яврӗҫ. Ӑна муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Александр Иванов ирттерчӗ. Чӑваш Ен Ӗҫлев Министерствин «Моргаушский ЦСОН» БУ директорӗ Ольга Иванова палӑртнӑ тӑрӑх, контракт алӑ пуснӑ хыҫҫӑнах Центр специалисчӗсем ҫар ҫыннин ҫемйине тухса социаллӑ паспорт тӑваҫҫӗ. Енчен те салтакӑн ашшӗ-амӑшне социаллӑ пулӑшу кирлӗ пулсан, вӗсене социаллӑ пулӑшу пама илеҫҫӗ. 2025 ҫулта ҫар ҫыннисен 6 ашшӗ-амӑшне социаллӑ пулӑшу панӑ. 2 ашшӗ-амӑшне интернат ҫуртсене вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех Координаци центрӗ пӗлтӗр чӗнсе каланӑ хыҫҫӑн федерацин ортопеди центрӗнче ҫар ҫыннисен 2 ашшӗ-амӑшне черетсӗр операци тунӑ. Салтаксен ҫемйисем прокат пункчӗн пулӑшӑвӗпе те усӑ кураҫҫӗ. Пӗлтӗр 10 ҫемье ҫакӑн пек пулӑшӑва тивӗҫнӗ. Муркаш тӗп больницин тӗп тухтӑрӗ Оксана Попова СВО салтакӗсемпе диспансеризаци ирттернӗ пирки тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Вӑл 2 тапхӑрпа иртнине палӑртрӗ. СВО салтакӗсене санаторипе курорт сиплевӗпе тивӗҫтерес пирки калас пулсан, Раҫҫейре ун пек учрежденисем – 12. 2025 ҫулта ҫакӑн пек санаторисенче 5 салтак сипленнӗ. Социаллӑ фондӑн Муркаш муниципалитет округӗнчи клиент службин тӗп специалист эксперчӗ Любовь Данилова каланӑ тӑрӑх, сусӑрлӑха палӑртассине, тӳлевсене заявлени памасӑрах пурнӑҫлаҫҫӗ. Уйрӑм укҫа-тенке те ҫав майпах параҫҫӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн «Мирлӗ пурнӑҫа утӑм ту» проекчӗ кӑҫал та хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсӗ. Кӑҫал «Пулӑшу десанчӗ» пирӗн округа апрель уйӑхӗн 28-мӗшӗнче килӗ. СВО-на хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене ҫак проектпа килӗшӳллӗн 14 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен йышӑнӗҫ. Александр Иванов ҫакӑн евӗр мероприятисене кашни территори пайӗнче ирттерессине палӑртрӗ. Ку ыйтӑва уйрӑммӑн пӑхса тухрӗҫ. Округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ – вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин тата физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Дипломатова каланӑ тӑрӑх, кун пек тӗл пулусен графикне хатӗрленӗ. Ҫакӑн пек тӗл пулусем Муркаш округӗнче вырӑнсенче май уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ.
Август 2026 |
