Ачаллӑ амӑшӗсене хӳтӗлеме

Категория: Общество Опубликовано: 27.03.2026, 08:58 Просмотров: 205

РФ Патшалӑх Думи виҫӗ ҫула ҫитмен ачасене пӑхакан хӗрарӑмсене ӗҫе илнӗ чухне тӗрӗслев вӑхӑтне пӑрахӑҫласси ҫинчен калакан саккун проектне ырланӑ. Ҫакӑн пек пуҫарупа «Единая Россия» парти тухнӑ – ку вӑл пӗчӗк ачаллӑ ҫемьесемпе амӑшӗсене пулӑшмалли курс шайӗнчи черетлӗ мера. Ҫӗнӗлӗх ӗҫлекен хӗрарӑмсен ӗҫ гарантийӗсене ҫирӗплетме май парать.

Паянхи куна кунашкал ҫӑмӑллӑха ҫулталӑк ҫурӑчченхи ачаллӑ амӑшӗсем валли кӑна пӑхса хӑварнӑ. Анчах статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсенчен чылайӑшӗ ача икӗ ҫултан кӑшт ытларах тултарсан ӗҫе таврӑнать. Чӑваш Енре «Ҫирӗп ҫемье» парти проектне пурнӑҫа кӗртнине Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева пӑхса тӑрать. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, практикӑра пӗчӗк ачаллӑ хӗрарӑмсене тӗрӗслев срокне иртнӗ хыҫҫӑн сӑлтавӗсене ӑнлантармасӑр ӗҫе илменни час-часах тӗл пулать. Ҫакӑн пек практика, вӑл каланӑ тӑрӑх, стреса вӑйлатать, професси ӗҫне таврӑнма чӑрмав пулса тӑрать. Парти президентӑн ачаллӑ ҫемьесене пур енлӗн пулӑшассипе ҫыхӑннӑ хушӑвӗсене пурнӑҫлассине тӗрӗслесе тӑрӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6