Пӗрремӗш хут – пӗрремӗш класа

Категория: Общество Опубликовано: 27.03.2026, 08:55 Просмотров: 161

Правительство ҫуртӗнчи эрнесерен иртекен планеркӑра республикӑн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Олег Николаева вӗренӳ организацийӗсем пӗрремӗш класа килекенсене йышӑнас кампание хатӗрри пирки пӗлтернӗ. Кӑҫал ашшӗ-амӑшне меллӗ пултӑр тесе пӗрремӗш класа килекенсене ҫырмалли официаллӑ старта канмалли куна – март уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи шӑматкуна – палӑртнӑ.

«Парта хушшине 13 пин ытла ача ларӗ. Пирӗн пӗрлехи тӗллев – вӗренме кӗмелли процеса кашни ҫемьешӗн май килнӗ таран хӑтлӑ тӑвасси», – палӑртрӗ Олег Николаев. Заявленисене йышӑнасси яланхи пекех икӗ тапхӑрпа иртӗ. Пӗрремӗшӗ – март уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа июнь уйӑхӗн 30-мӗшӗччен: пурӑнакан вырӑнти шкула каякансемшӗн е ҫӑмӑллӑхсем пуррисемшӗн. Иккӗмӗш тапхӑр июль уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пуҫланать те сентябрь уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӗҫленет. Ҫак тапхӑрта документсене территори ҫыхӑнӑвне шута илмесӗр пушӑ вырӑнсем пулсан кирек хӑш шкула та пама пулать. Палӑртмалла: пӗрремӗш класра вӗренекен ҫӑмӑллӑхҫӑсене ашшӗ-амӑшӗ заявлени панӑ куна пӑхмасӑр приоритетлӑ йӗркепе вӗренме илӗҫ. Кирек мӗнле меллӗ хутшӑну форматне те суйлама пулать: «Госуслуги» портал урлӑ, шкула кайса, МФЦ урлӑ е документсене заказлӑ ҫырупа ярса пама юрать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6