Вăрçă ветеранĕ 100 çул тултарчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 23.03.2026, 08:34 Просмотров: 297

Мартăн 12-мĕшĕнче Муркашра пурăнакан районăн Хисеплĕ çынни, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Николай Алексеев ветеран сумлă 100 çул тултарчĕ. Çав кун эпĕ ун патне çитсе килтĕм. «Ак каллех çуркунне çитрĕ, нумай пурăнса кайрăм эпĕ», – терĕ. Вăрçа хутшăннисенчен вăл кăна пирĕн хушăра халĕ. Сывлăхĕ çирĕп пултăрччĕ унăн малашне те.

Ăшă пÿртре ларакан тирпейлĕ асатте кăмăллăн калаçрĕ манпа. Эпĕ ăна чылайранпа пĕлетĕп. Астăватăп-ха, пĕррехинче Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн ун патне кайнăччĕ те яланах тирпейлĕ çÿрекен асатте пахчари вĕллесемпе киленсе утатчĕ, хăйĕн ĕçĕпе савăнатчĕ. «Ватă пулсан та ĕçлес килет вĕсемпе, пăх-ха мĕнле хитре вĕçеççĕ, урисем сап-сарă. Ĕçрен хăрамалла мар, ĕçлемелле, сывлăха упрамалла, пурнăçа юратмалла. Çын çĕр çинче хăнара анчах», – терĕ вăл манпа юмахлама ларса.

...100 çул каялла Гаврилпа Татьяна Алексеевсен çемйинче Коля ывăл çуралнă, çемьере виççĕмĕш ача. Ултă класлă пĕлÿ илнĕ ача 13 çул тултарсан ашшĕпе пĕрле Атăл урлă вăрман каснă çĕре хутшăннă. Пурнăç нушаллă пулнă, çăкăр туянма çур çĕр варринче лавкка умне черет кайса тăма тивнĕ. «Вăрман ĕçлесе пурăнаттăмăр. Манăн атте вилсе кайрĕ. Эпĕ ытла çамрăк пулнипе ун çумĕнче шанчăклăн ĕçлеттĕмччĕ вăрман каснă çĕрте. Ăна вара тăван яла илсе килсе пытарма вăй çитереймерĕмĕр, çынсем пулăшнипе çавăнтах Тирпейлесе пытартăмăр. Вил тăприйĕ çине хыртан тунă хĕрес лартрăмăр», – çапла асра юлнă унра хурлăхлă вăхăт. Коля çине – çемьери арçын çине – ашшĕ çукран пысăк тивĕç тиеннĕ. Вăл Иваново облаçне кĕтÿ пăхма кайнă. Кăштах ĕçлесен вăрçă пуçланнă, ялти арçынсене фронта ăсатнă. Тăван киле таврăнсан каччă çар комиссариачĕ урлă Мăн Сĕнтĕре çар ĕçне вĕренме çÿренĕ, тылра тăрăшнă, хÿтĕлев сооруженийĕсене тунă çĕре хутшăннă. 1943 çулта унăн та çар ретне тăма ят тухнă, фронта кайма черет çитнĕ. «Ун чухне ялсенче салтак чупаççĕ, хурăнташсем патне кĕрсе тухрăмăр. Урам тăрăх тутăрпа сулласа юрларăмăр. Унччен маларах эпĕ 70 килограмм тырă ĕçлесе илнĕччĕ. Анне мана çав тырра авăртса çăкăр пĕçерсе çул çине валли сухари хатĕрлесе пачĕ. Район больници патĕнчи хапхаран юлташсемпе Хăйăр варĕ тăрăх тухса кайрăмăр, çулĕ

Пиккикасси патнеллеччĕ. Шупашкара илсе кайрĕç, унтан – Канаша. Чылаййăн пуçтарăнтăмăр эпир, çимелли те начар, тумĕ те начар. Салтак тумĕ пачĕç те пире пурте пĕрешкел пулса лартăмăр», – çакăн пек самантсем, паллах, ветеран асĕнчен нихăçан та тухмаççĕ. Муркаш каччи пуйăспа ытти салтаксемпе пĕрле Инçет Хĕвел тухăçне çитнĕ. Аслă Çĕнтерĕве вăл Маньчжури тăрăхĕнче кĕтсе илнĕ. Вăрçă вара кунпа кăна вĕçленмен. Анăçра вăрçă чарăннă хыççăн яппунсемпе çапăçăва кĕрессине пĕлтернĕ. 1945 çулта Маньчжури операцийĕ пуçланнă, августăн 9-мĕшĕнче Яппун милитаризмĕпе çапăçăва кĕнĕ. Совет салтакĕсем самурайсемпе çапăçнă. «Яппунсен укрепрайонне тытса илмелле, аркатмалла». Çавăн пек приказ илнĕ пирĕн салтаксем.

Унта яппунсен икĕ миллионлă çар пулнă. Пĕр миллионлă салтаклă яппун çарне хăйсен территорине Америкăпа çапăçма илсе кайнă. Унсăрăн пысăк çар совет салтакĕсене пысăк инкек кăтартма пултарнă. Совет салтакĕсем хăшĕсене тыткăна илнĕ, хăшĕсем вăрмана тарнă, çапах та вĕсене те тытнă. Хăрушă вăрçă вĕçленнĕ пулин те, тăван тăрăха таврăнайман-ха совет салтакĕсем, вăл шутра – Николай Алексеев та. Тăшман парăнни тепĕр кунхинех киле каймаллине пĕлтермен. Яппун çарне çĕнтернĕ хыççăн совет салтакĕсен чаçне йĕркеленĕ. Вĕсен çар задачи малалла тăсăлнă, тыткăнрисене сыхламалла пулнă. Тăван киле вара Николай пилĕк çул иртсен кăна таврăннă. Ăна килте амăшĕ кĕтсе илнĕ. Тинех тахçантанпа кĕтнĕ савăнăç çитнĕ хĕрарăмшăн. Николай Алексеевăн хăюлăхĕпе паттăрлăхне патшалăх тĕрлĕ наградăпа хакланă. Вăл мирлĕ ĕçе пикеннĕ. Икĕ çул Керченскра водительте ĕçленĕ. Ун хыççăн вунă çула яхăн тăван районта водительте тăрăшнă. Каярах строительствăра тимленĕ, çынсене кăмака туса тата ытти ĕçпе пулăшнă, Йăла çуртĕнче те ĕçленĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе çурт, кăмака тунин шутне те пĕлмест пулĕ строитель. Мăшăрĕпе вăл тăватă ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халĕ унăн тăватă мăнук тата пилĕк кĕçĕн мăнук. Çавăн пек сумлă ветеран пурăнать пирĕн хушăра. Ватлăх кунĕсене хурламасть вăл, ачисем ăна лайăх пăхаççĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6