Олег Николаев Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗ ятпа саламларӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Крым 12 ҫул каялла Раҫҫейпе пулас тесе тунӑ истори суйлавӗ пирки аса илтерчӗ. Ҫав кунсем, регион ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, пӗтӗм ҫӗршыва ҫавӑрса илнӗ ӗненмелле мар ҫӗкленӳпе пӗрлӗх туйӑмӗпе асра юлчӗҫ. Паянхи Крым курӑмлӑ ҫитӗнӳсем кӑтартать, ентеш чӑвашсем те ҫурутрав аталанӑвне хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ, палӑртрӗ Олег Николаев. «Чӑваш Ен айккинче юлмасть: эпир аталанма пулӑшатпӑр. Пирӗн предприятисем унта малта пыракан электрооборудованипе техникӑна ӑсатаҫҫӗ, пирӗн аграрисемпе культура ӗҫченӗсем регионсем хушшинчи туслӑхӑн чӗрӗ кӗперне хываҫҫӗ. Эпир партнерсем кӑна мар – эпир пӗртӑвансем», – ҫирӗплетрӗ вӑл.
Август 2026 |
