Депутатсен Пухăвĕн ертÿçине суйларĕç

Категория: Общество Опубликовано: 20.03.2026, 14:35 Просмотров: 357

Юнкун депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн 66-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Лару Александр Иванов урăх ĕçе куçнă май ăна депутатсен Пухăвĕн ертÿçин тивĕçĕсенчен хăтарас ыйтăва пăхса тухрĕ. Депутатсем пĕр шухăшлăн унăн ыйтăвне тивĕçтерчĕç.

Александр Иванов Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева округа ертсе пыма шаннăшăн тав турĕ. Депутатсене пĕрле килĕштерсе ĕçленĕшĕн, пулăшса пынăшăн тав сăмахĕ каларĕ. «Малашне эпир пĕрле Муркаш округне аталантарассишĕн нумай тăвăпăр», – терĕ вăл. Тепĕр ыйту – депутатсен округ Пухăвĕн çĕнĕ ертÿçине суйласси. Муркаш округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Иванов Александр Давыдов депутат кандидатурине сĕнчĕ. Вăл Александр Давыдов тăван тăрăх патриочĕ пулнине, ăна çынсем хисепленине, вăл общество пурнăçне активлă хутшăннине палăртрĕ. Александр Давыдов (вăл депутата 2010 çултанпа суйланать) ответлă ĕçре округпа республика пуласлăхĕшĕн пĕрле вăй хума хатĕррине каларĕ. Асăннă кандидатурăна округăн Хисеплĕ гражданинĕ Павел Вязов депутат та ырларĕ. Вăл çĕнĕ ертÿçĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ăнăçлă ĕçлессине палăртрĕ. Депутатсем уççăн сасăласа пĕр шухăшлăн Александр Давыдова депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн ертÿçине суйларĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6