Уйăхсерен пĕрлехи информаци кунне ирттерсе умра тăракан ыйтусене вырăнти халăхпа, округ ертÿçисемпе, республика представителĕсемпе пĕрле сÿтсе явасси, Чăваш Республикинчи пекех, пирĕн муниципалитет округĕнче те ырă йăлана кĕчĕ.
Черетлĕ информаци кунĕ юнкун, пушуйăхĕн 18-мĕшĕнче, округ администрацийĕнче иртрĕ. Ăна ирттерме пирĕн округа ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн ĕçĕсене туса пыракан Игорь Спиридонов килсе çитрĕ. Муркаш округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Иванов тата Игорь Спиридонов малтан граждансене йышăнчĕç. Округ администрацийĕнче, «Сывлăх» спорт шкулĕнче, муниципалитет округĕн архивĕнче, «РГС-Поволжье» ООО филиалĕнче ĕçлекенсемпе ирттернĕ тĕл пулура 2021 – 2026 çулсем валли пăхнă «Халăх программине» пурнăçланине, ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе ĕçленине пăхса тухрĕç. Муркаш округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Иванов «Халăх программине» округра пурнăçлани пирки каласа пачĕ. Игорь Спиридонов хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ: «Иртнĕ 5 çулта республикăра 3 пин километр çул юсанă, 4533 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тунă, хăйсен пурнăç условийĕсене 90,6 пин çемье лайăхлатнă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе Чăваш Республики Атăл çи федераци округĕнче 3-мĕш вырăн йышăнать».
Август 2026 |
