Кӑҫалхи уявӑн тӗп лапамӗсем Шупашкар хулипе Шупашкар округӗ пулӗҫ. Уявсене ирттермелли плана Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ҫирӗплетнӗ.
Шупашкар тӑрӑхне конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе суйланӑ. Хавхалантару вырӑнне муниципалитет Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн грантне илӗ. Укҫа-тенке ял-хулари обществӑлла вырӑнсене аталантарма тата хӑтлӑх кӗртме ярӗҫ. Республика кунне уявланӑ май тӗрлӗ шайри 40 ытла мероприяти иртӗ. Вӗсен хушшинче – Шупашкарти экономика форумӗ, архитектурӑпа урбанистика форумӗ, ҫамрӑксен «Ялта чи лайӑххисем» слечӗ, пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйӗ».
Август 2026 |
