«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти ирттернӗ «Кӑтарту пур!» форумра «Халӑх программине» пӗтӗмлетрӗмӗр. Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсен килӗсенче, ял-хулара курмалли йышӑнусене пӗрле палӑртрӑмӑр. Ҫакӑн пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтерчӗ.
Политика партийӗсем хальхи граждан обществин пӗлтерӗшлӗ институчӗсем шутланаҫҫӗ. Вӗсем хушшинче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» хӑйӗн хӑватлӑ тытӑмӗпе палӑрса тӑрать. Чӑваш Енре пин ытла пуҫламӑш уйрӑм тата пур шайри 500 яхӑн депутат. Вӗсем ял-йыш ыйтӑвӗсемпе тӳрремӗнех ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн унчченхи Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программи, Халӑх программипе 80 процент пӗр килнӗскер, пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене пурнӑҫласа эпир пӗрле епле тухӑҫлӑ ӗҫлеме пултарнине кӑтартса пачӗ. Эпир тӑвакан объектсем – ҫулсем, ФАП-сем, Культура ҫурчӗсем – питӗ кирлӗ. Вӗсем чӑн усӑ кӳни пӗлтерӗшлӗ. Эпир Чӑваш Енри кашни ҫыннӑн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме тӑрӑшатпӑр, ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр хӑй ӗмӗтне пурнӑҫлама майсем туса паратпӑр. Пирӗн пӗрлехи тӗллев – республикӑна аталантарасси. Парти ҫыннисене пурне те хастарлӑхшӑн тав тӑватӑп. Эсир хутшӑнни хаклӑ. Ӗҫ малалла тӑсӑласса шанатӑп, палӑртни ҫӗнӗ «Халӑх программине» кӗрӗ.
Август 2026 |
