Сывă пул, юрлă хĕл!

Категория: Общество Опубликовано: 13.03.2026, 09:45 Просмотров: 548

Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Муркашра «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнчи тÿреме муниципалитет округĕнчи ялсенче пурăнакансем савăнăçлă кăмăлпа черетлĕ хĕл кунĕсемпе сывпуллашма пуçтарăнчĕç. Кăмăла ÿстерме, хавхалантарма пĕр чарăнмасăр кĕвĕ янăрать, хуткупăс сасси уява йыхравлать.

Палăртнă вăхăта халăх йышлă пухăнни пурин чунĕнче те çуркунне шевли вылянине хыпарларĕ. Савăнăçпа тулнăскерсем кашниех çак кун хăйсен пултарулăхне ташă-юрăра, вăйă-кулăра, савăк калаçура, суту-илÿре кăтартма тăрăшрĕ. Кашнийĕнех юлташĕсем, уява тухнă пĕлĕшĕсем валли ăшă сăмах çителĕклĕ пулчĕ. Пурте çак кун пĕр-пĕрне савăк кăмăлпа уявпа саламлатăп тесе йăл кулă парнелеме тăрăшрĕç. «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнчи сцена çинчен тÿреме пухăннă халăха Хĕл асатăвĕпе тата çуркуннен пĕрремĕш уявĕпе – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе – округ администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Мясников ăшшăн саламласа уява уçрĕ.

– Хамăр округра çирĕпленнĕ ырă йăлапа паян эпир пĕрле пулса Хĕл ăсатăвĕн уявне паллă тăватпăр. Çуркуннене кĕтсе илни çĕр ĕçченне черетлĕ ĕç тапхăрне хатĕрленме ыйтать, алăкран çур аки шаккать. Муниципалитет округĕнчи пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем паян çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕсене хатĕрлеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн кашни сехетпе туллин усă курса ака вăрлăхĕ, минераллă удобрени, сĕрмелли-çунтармалли материал янтăлассипе, хире тухма техника хатĕрлессипе тăрăшаççĕ. Ĕçрен хăраса тăман хресчен йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасса, умри тĕллевсене туллин пурнăçласса шанатăп, – терĕ Андрей Валерьевич. Унăн сăмахĕнчен иртнĕ çул хамăр ума лартнă тĕллевсене эпир пĕр çын пек пулса пурнăçа кĕртни, умра татах та пысăкрах ĕмĕтсем тăни палăрчĕ. Вĕсене эпир пĕрле пулсан çеç туллин пурнăçлама пултарăпăр. Çывхаракан çур акире округри хресченĕн 13 пин гектара яхăн ака-суха ĕçĕсем пурнăçламалла. Ăна пахалăхлă пурнăçласси округри çĕр ĕçченне иккĕлентермест, мĕншĕн тесен вăл паянхи вăхăта умри ĕçсене туллин хатĕрленессипе ирттерет. Ял çынни вара хĕрÿ ĕçсем пуçланичченхи вăхăтпа усă курса уявра туллин савăнчĕ. Çакна çирĕплетсе ялсенчен килнĕ художество пултарулăх коллективĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Тĕп сцена çинче купăсçăсемпе уйрăм артистсем хушшинче «Выля хуткупăс! Янăра такмак!» конкурс питĕ илемлĕ иртрĕ. Хуткупăсçăсем хушшинче иртнĕ ăмăртура Игорь Майков, Сергей Григорьев тата Валерий Ельников маттуртарах пулни палăрчĕ. Вĕсен ăсталăхĕпе киленсе уява пынисем карталанса ташлама та тухрĕç, ăмăртмалла илемлĕ такмаксем шăрантарчĕç. Такмакçăсен ăмăртăвĕнче «Тарават», «Акуча» ансамбльсемпе Светлана Иванова хастар пулнине палăртса хăвармалла. Вĕсен такмакĕсем уява пынисене те ташша чĕнчĕç, уяв илемне ÿстерчĕç, пĕрлехи савăнăçа пысăклатрĕç. Епле уяв-ха вăл вăйăсемсĕр. Хĕл ăсатăвне тухнисем çак кун тĕрлĕ вăйă вылярĕç, ушкăна- ушкăна пайланса вĕрен туртса вăй виçрĕç. Хĕл ăсатăвĕ çуна çинче ярăнмасăр пулать-и-ха тата? Оринин тăрăхĕнчен килнĕ Григорий Рязанов хăйĕн урхамахĕ пулăшнипе уява тухнисене черетпе çунапа та ярăнтарма ĕлкĕрчĕ. Çамрăксемшĕн тата ача-пăчашăн ку чăн-чăн савăнăç, уяв илемĕ пулчĕ. Уяв иртсе кайрĕ. Хĕвел кунсерен çÿлтен çÿле кармашать, кун вăрăмлансах пырать. Апла пулсан хĕл сиввисем иртиччен те нумай вăхăт юлмасть. Ку вара çĕр ĕçченне черетлĕ çур акине хатĕрленме ыйтать. Тÿремре юрă-ташă янăранă хушăрах уявра суту-илÿ те чухăн пулмарĕ. Ватти те, вĕтти те Муркаш райповĕн сутуçисемпе уйрăм предпринимательсем сĕнекен кукăль-пĕремĕкпе шашлык, вĕри чей астивмесĕр иртмерĕç. Пĕр-пĕрне ăшшăн тав турĕç.

Анатолий БЕЛОВ.

Надежда Суворова сăн ÿкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6