Муркаш хĕрарăмĕсене – Чечексем

Категория: Общество Опубликовано: 13.03.2026, 09:39 Просмотров: 517

Мартăн 8-мĕшĕ умĕн шурă хризантема чечек çыххисене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявне халалланă «Восславим женщину» уяв мероприятине пынă этемлĕхĕн илемлĕ çуррин пур представителĕ те тивĕçрĕ. Вăл «Единая Россия» партин «Женское движение» тата «Крепкая семья» парти проекчĕсен пайĕ евĕр «Цветы мамам Героев» акци шайĕнче иртрĕ.

Çак кун Муркаш муниципалитет округĕн Культура çурчĕн залне хĕрарăмсем – ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсемпе мăшăрĕсем пухăннăччĕ. Пĕрремĕш ретре çавăн пекех вăрçăн йывăр тĕрĕслевĕ витĕр тухнисем ларатчĕç. Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева хĕрарăмсене çитсе килекен уявпа саламларĕ, çĕршывра СВО-на хутшăнакансем тата вĕсен çемье членĕсем тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе пурнăçланакан пулăшу мелĕсемпе паллаштарчĕ.

– Ку системăлла ĕç, ăна лайăх йĕркеленĕ, – пĕлтерчĕ Алла Салаева. – «Единая Россия» парти пуçарăвĕпе Патшалăх Думи СВО-на хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшма 150 ытла саккун йышăннă. Алла Леонидовна муркашсем умне «Единая Россия» парти депутачĕ пек кăна мар, амăшĕ пек те тухрĕ.

– Арçын ача çут тĕнчене килет те, – чуна хумхантаракан сассипе залра ларакан хĕрарăмсене каларĕ вăл, – кашни хĕрарăм чĕринче ирĕксĕрех пăлхану палăрать. Ывăл Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайсан вара вăл икĕ хут ÿсет. Çавăнпа паянхи уяв уйрăм туйăмсенчен пуян.

– Пирĕн хĕрарăмсем кăна хăйсен арçынĕсене тĕлĕнмелле кĕтме пĕлнипе, хăватлă çĕршывшăн тăма вăй-хăват парса тăнипе палăрса тăраççĕ, – тăсрĕ Алла Салаева.

– Эсир пирĕн салтаксене фронтра лăпкă пултăр тесе йăлтах тăватăр, тылра та сирĕн тăрăшулăх пысăк: ача-пăчана воспитани паратăр, фронта пулăшатăр. Тĕллев пурин те пĕрре – тахçантанпа кĕтекен çĕнтерÿ. Таймапуç сире! Турри сире хăвăр мăшăрсемпе ывăлăрсене чĕрĕ, сывă тавăрма пулăштăр. Уяв мероприятине Алла Салаева Муркашра пурăнакан нумай ачаллă Ивановсен çемйипе (сăн ÿкерчĕксенче) тĕл пулни малалла тăсрĕ.

Районти тĕп библиотекăн вулав залне питех те вырăнлă илемлетни тата уяв сĕтелĕ килти хăтлăха аса илтерчĕ. Апла пулин те тĕл пулăвăн ăшă кăмăл-туйăмне никĕслекенĕ Алла Леонидовна пулчĕ. Малтанхи самантранах вăл çемье вучахне упраканĕпе Ирина Витальевнăпа кăна мар, унăн ачисемпе те пĕр чĕлхе тупрĕ. Ивановсен тăватă ача. Чи асли – Анжелика – тăхăр çул тултарнă. Ыттисене: Роман, Кирилл, Дима ывăлсене – çичĕ çул, виçĕ çул тата çулталăк çурă. Вĕсен амăшĕ, Ирина Витальевна, «Солнышко» ача садĕнче воспитатель пулăшуçинче ĕçлет. Ашшĕ, Александр Федорович, СВО зонинче хăйĕн çар тивĕçне пурнăçлать. Çак тĕл пулу чылай енĕпе символла пулса тăчĕ: Ивановсен çемье шăпинче патшалăх тата «Единая Россия» парти СВО-на хутшăнакансене, вĕсен çемье членĕсене пулăшни тÿрремĕнех курăнать. Шăпах çак пулăшушăн нумай ачаллă амăшĕ Алла Леонидовнăна тав турĕ. Ивановсен ачисем те, паллах, вĕсем патне «Мускавран хăйĕнчен» çитнĕ тата пĕр çĕклем парне илсе килнĕ депутата тав турĕç. Пиччĕшĕсемпе аппăшĕн пĕтĕмĕшле кăмăлĕ Роман урлă тухрĕ. Çавăн чухлĕ парне курнипе унăн куçĕсем алчăраса кайрĕç тейĕн, вăл савăннипе кăшкăрса ячĕ:

– Ух! Кун пек парне урăх никамран та кĕтсе илеймĕн. Тавтапуç!

Алексей КРЯЖИНОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6