Республика аталанӑвне – 20 миллиард тенкӗ

Категория: Общество Опубликовано: 13.03.2026, 09:15 Просмотров: 528

2026 ҫулта Чӑваш Енре наци проекчӗсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли калӑпӑш 40 процент ӳсӗ, 20 миллиард тенке яхӑн пулӗ. Бюджета ӳстерни федераци тӗллевӗсене пурнӑҫлама пулӑшакан 44 регион проекчӗпе ӗҫе анлӑлатма май парӗ. Иртнӗ ҫулхи проектсене пурнӑҫа кӗртессин пӗтӗмлетӗвӗсене тата ҫитес виҫӗ ҫулхи аталану планӗсене республика Правительствинче ирттернӗ канашлура сӳтсе яврӗҫ.

«Республика халӑх умӗнчи обязательствӑсенчен ытларах пайне пурнӑҫласа ҫирӗп планка тытать, – тесе палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Президент йышӑнӑвӗпе пӗлтӗр инфратытӑма ҫӗнетме, ҫулсене юсама тата хальхи технологисене ӗҫе кӗртме республика 15,4 млрд тенкӗ янӑ, вӗсенчен 10 млрд яхӑн – федераци пулӑшӑвӗ. Чӑваш Ен нацпроектсен тӗллевӗсене туллин тенӗ пекех пурнӑҫласа Раҫҫейре чи лайӑх кӑтартусенчен пӗрне кӑтартнӑ: 12 направленирен 10-шӗ енӗпе республика ҫӗр процентлӑ кӑтарту тунӑ. Пӗтӗм нацпроектсен ҫитӗнӗвӗн пӗрлештернӗ пӗтӗмлетӗвӗ 99 процентран иртнӗ. Пӗтӗмпе 43 регион проекчӗпе ӗҫ пынӑ, вӗсен никӗсне «Единая Россия» партин халӑх программин пункчӗсене хывнӑ. «Даннӑйсен экономики» нацпроект шайӗнче ӗҫе кӗртнӗ цифра технологийӗсем ҫынсене хутран тата черетсенчен хӑтараҫҫӗ – мӗнпур пӗлтерӗшлӗ социаллӑ пулӑшупа халӗ онлайн мелӗпе усӑ курма май пур. «Госуслуги» порталта «Жизненные ситуации» пайра 70 яхӑн хатӗр йышӑну вырнаҫтарнӑ. Строительство секторӗнче ӗҫ 17 площадкӑна ярса илнӗ, унта чи пысӑк калӑпӑш медицинӑна тивнӗ. «Вӑраха тӑсӑлакан тата хастар пурнӑҫ» проектпа килӗшӳллӗн: тӑвакан 10 медучрежденирен 5-шӗ 2025 ҫулта пациентсем валли алӑк уҫнӑ. «Ҫамрӑксем тата ачасем» нацпроектпа республика тӗп хулинче 1400 вӗренекен валли шкул хӑпартаҫҫӗ. Ҫул-йӗр тытӑмӗ те «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» нацпроекта пула палӑрмаллах улшӑннӑ. 2025 ҫулта регион тата вырӑнти ҫулсене юсама тата тума 3,9 миллиард тенкӗ янӑ. 20 участокри асфальта улӑштарнисӗр пуҫне республикӑри муниципалитетсенче 12ҫухрӑм ҫӗнӗ ҫутӑ линийӗсем, карта тытӑмӗсем тата ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсенче хӑрушсӑрлӑх системисем вырнаҫтарнӑ. Кӑҫал кун пек ӗҫсем 21 ҫул-йӗр объектӗнче пурнӑҫланӗҫ. Кӗтнӗ тепӗр улшӑну – автопаркӑн пысӑк ҫӗнелӗвӗ. «Обществӑлла транспорта аталантарасси» регионти ҫӗнӗ проектпа килӗшӳллӗн ҫитес виҫӗ ҫуллӑха республика федераци бюджетӗнчен 707 млн тенкӗ илӗ. Ҫак укҫапа 118 автобус туянӗҫ. Анлӑ инвестицисем регионта пурнӑҫ пахалӑхне малалла ӳстерме никӗс пулӗҫ.

Хамӑр инф.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6