Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви Раççей Ял хуçалăх министерстви пулăшнипе регионсем хушшинчи «Çĕр улми – 2026» курав анлăн иртрĕ.
Професси пĕрлĕхĕ валли анлă программа хатĕрленĕ, вĕсем ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç, ял хуçалăх техникипе паллашрĕç. Курма пыракансем çĕр улми вăрлăхĕ, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли препаратсем тата ытти япала туянма пултарчĕç. Ĕçлĕ тĕл пулăва Раççейĕн 17 регионĕнчен 80 яхăн компани килчĕ. Курава Муркаш делегацийĕ те хутшăнчĕ. Икĕ фермер çĕр улми вăрлăхĕ сутма илсе пынă. Владимир Федоров 8 тонна сутнă, Леонид Павлов – 5 тонна.
Август 2026 |
