Сăн ÿкерчĕкре эсир куракан Оринин ялĕнче пурăнакан Глафирăпа Валентин Воробьевсем – сумлă та хисеплĕ çынсем. Мăшăр хăйĕн пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă.
Глафира Валериановна – Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ. Хисеплĕ çыннăн ятне район энциклопедине кĕртнĕ. Вăл 1966 çулта Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă та тепĕр çулхине ĕçе пикеннĕ. Ял хуçалăх управленийĕнче, хыççăн вырăнти хуçалăхсенче тĕрлĕ должноçра тăрăшнă. Шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн 1979 çулта хисеплĕ ята тивĕçнĕ вăл. Мăшăрĕ Валентин Васильевич та ял хуçалăх ĕçне чунĕпе парăннă. Вăл «Заветы Ильича», «Красное Сормово» колхозсен председателĕнче тăрăшнă. Çак хуçалăхсен аталанăвне пысăк тÿпе хывнă вăл. Ăна вырăнти çынсем хисепленĕ тата шаннă, çавăнпа та Валентин Васильевич çакăн пек ответлă ĕçсене пурнăçланă. Глафирăпа Валентин Воробьевсем пурнăç çулĕпе 60 çул ытла пĕрле килĕштерсе утаççĕ. Вĕсем 5 ача – 4 хĕрпе 1 ывăл çуратса ура çине тăратнă. Паянхи куна ачисемпе пĕрле 9 мăнукĕ, 3 кĕçĕн мăнукĕ – куç тулли савăнăçĕ. Ырă йăх вара йышланса пырать. Аслисен ĕçне малалла ачисем тăсаççĕ. Тĕп килте тĕпленнĕ ывăлĕ – Алексей Валентинович – халĕ ашшĕ пекех колхоз председателĕ. Вăл Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăха нумай çул çирĕп йĕркелесе ертсе пырать. Вăйлă хуçалăх округ шайĕнче кăна мар, республикăра та малтисен ретĕнче, вăл йĕркелесе пынипе коллектив лайăх кăтартусем тăвать. Воробьевсен мăнукĕсем те – ял хуçалăх ĕçĕнче маттур çамрăк специалистсем. Алина кинĕпе Николай мăнукĕ Оринин халăх театрĕнче выляççĕ. Çамрăксем – Николайпа Даниил – Оринин ял тăрăхĕн командипе тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне сахал мар тивĕçнĕ. Лиана мăнукĕ Оринин чиркĕвĕнчи вырсарни шкулĕнче те ăс пухрĕ. Воробьевсем ял-йышпа ялан тарават. Хăна-вĕрле чĕнме, тăванĕсемпе уявсенче пуçтарăнма юратаççĕ. Кил-çурчĕ вĕсен хăтлă, тĕрлĕ чечек чун-чĕрене илĕртет. Глафира Валериановна йĕппе çиппе ÿкерчĕксем нумай тĕрленĕ. Çулĕпе сумлă пулин те, паянхи кун та библиотекăпа çирĕп çыхăну тытать, уйрăмах чăваш кĕнекисене вулама юратать. Çавăн пек хисеплĕ çынсем вĕсем – Воробьевсем. Ачисен юратăвне туйса нумай çул савăнса пурăнмалла пултăр вĕсен. Тăрăшуллă çынсем – ырă тĕслĕх вырăнĕнче.
Екатерина ЗАХАРОВА, Оринин ял библиотекин ертÿçи.
Август 2026 |
