Сăн ÿкерчĕкре Оринин тăрăхĕнчи Галинăпа Вячеслав Васильевсене куратăр. Вĕсем – районта тĕрлĕ ĕçре тăрăшса район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă хисеплĕ çынсем. Халĕ те тивĕçлĕ канури çынсем вăхăта усăллă ирттереççĕ.
Вĕсен ĕç çулĕсем анлă. Вячеслав Прохорович çар службинче радист пулнă, çар тивĕçне 1958 – 1962 çулсенче инçет авиаци çарĕнче радиопеленгатор станцийĕн ертÿçинче пурнăçланă. 1961 çулта ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин вĕçекен космос карапĕ анса ларнин тĕрĕс çул-йĕрĕ çинчен штаба пĕлтерме тивнĕ ăна. Ума лартнă çар задачисене пурнăçланăшăн вăл «1 класлă радист» паллăна тивĕçнĕ. Çар службинчен таврăнсан Вячеслав Прохорович хăйĕн ĕç-хĕлне культура сферипе çыхăнтарнă. 1963 çулта Орининти Культура çурчĕн ертÿçинче тата киномеханикра ĕçлеме пуçланă, пурнăçне культурăпа искусствăна халалланă. Çав хушăрах «Красное Сормово» колхозăн радиоçыхăнăвне тытса пынă, Оринин ял Совечĕн депутачĕ пулнă. Унăн ĕçне, тăрăшулăхне пысăка хурса хакланă. 1998 çулта ăна «Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă, ятне Чăваш Республикин Культурăпа ÿнер ĕçченĕсен хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Хастар ĕçчене Чăваш Республикин Культура министерствин Тав Çырăвĕпе, Хисеп хучĕпе пĕрре кăна мар чысланă. Вăл тивĕçнĕ ят-сум татах пур. Çулĕпе сумлă пулин те, вăл ахаль лармасть, çулла пахчара тăрăшать, хурт-хăмăрпа ĕçлет, хĕлле те ĕç çителĕклĕ. Мăшăрĕ Галина Ивановна – тутлă апат-çимĕç ăсти. Вăл Шупашкарти кулинари професси училищинчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Муркашри «Радуга» ресторанта поварта ĕ cлеме пуçланă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тĕрлĕ организацире 4 разрядлă поварта 35 çул ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажне 37 çула çитернĕ, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Галина Ивановнăна ача амăшĕн 2 степеньлĕ медалĕпе чысланă. Мăшăр 5 ача ÿстернĕ, вĕсене аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ мăшăра 7 мăнукĕпе 2 кĕçĕн мăнукĕ хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать. Васильевсем – ырă тĕслĕхри çынсем. Иртнĕ çул вĕсем мăшăрланнăранпа 55 çул пулчĕ. Хисеплĕ çынсен ĕмĕрĕ вăрăм пултăр.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
