Пирĕн округра спортăн тĕрлĕ тĕсне кăмăллаççĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешесси вара – авалхи йăла. Муркаш районĕнчен тухнă çынсем тĕрлĕ çулта республика, пĕтĕм Раççей шайĕсенчи спортăн çак тĕсĕнчи ăмăртусенче чыслав пьедесталĕн чи çÿллĕ пусăмне хăпарнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешессин Чăваш Енти чемпионатĕнче Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕ пĕрремĕш çĕнтерÿçĕ Тушкассинчи Рудольф Петрович Иванов пулнă. Вăл А. Абрамов тата О. Маркиянов тренерсем патĕнче ăсталăх пухнă.
Муркаш районĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессине пуçараканĕсенчен пĕри Николай Тимофеевич Антонов пулнă. Студент çулĕсенче вăл Шупашкарти «Динамо» спорт клубĕнче ăсталăх пухнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спортăн 1 разрядне хÿтĕленĕ. Институтран вĕренсе тухсан вара Муркаша ĕçлеме килнĕ. Çамрăк специалист Муркаш шкулĕнче рисовани, черчени тата ĕç урокĕсене ертсе пынă. Çав хушăрах вăл ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тренировка ирттерме пуçланă, çамрăксене спортăн çак кăсăклă тĕсне явăçтарма тытăннă. Çамрăксем ирĕклĕ майпа кĕрешессине туртăнни вара тренера ĕçлеме хавхалантарнă. Ку енĕпе Николай Тимофеевич 1969 çултан пуçласа 1982 çулччен тăрăшнă. Чылайăшĕ пĕлекен Евгений Углев унăн воспитанникĕ пулнă. Каярах вăл районта пĕр вăхăт хăйĕн вĕрентекенĕн ĕçне малалла тăснă. Çатракассинче çуралса ÿснĕ Иосиф Гордеевич Соловьев Чăваш Ял хуçалăх институтĕнче зооинженери факультетĕнчен вĕренсе тухсан 1975 çулта «Ударник» совхоза ĕçлеме килнĕ. Студент çулĕсенче вăл В. Лобода тренер патне кĕрешÿ секцине çÿренĕ, ку енĕпе спортăн 1 разрядне хÿтĕленĕ. Иосиф Соловьев – Йÿçкасси шкулĕн çамрăк специалисчĕ – шкул базинче ирĕклĕ майпа кĕрешессин уйрăмне йĕркеленĕ. Ун патĕнче Виталий Титов, Олег Степанов, Илья Шивирев, Владимир Мефодьев, Виталий Иванов, Юрий Петров ăсталăх пухнă. Каярах Юрий Петров Шупашкарта В. Кочков тренер патĕнче вĕренсе 1987 çулта СССР спорт мастерĕн ятне хÿтĕленĕ. Тренер Иосиф Соловьев Йÿçкасси шкулĕнче 1984 çулччен тăрăшнă. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура, Шупашкар округĕнчи Апаш ялĕнче пурăнать. Москакасси шкулĕнчи уйрăм пирки те асăнмасăр хăварма çук. Унта çамрăксемпе Анатолий Федоров тренер тăрăшнă. Вăл – В. Лобода тренер воспитанникĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. 1986 çулта март уйăхĕнче спорт мастерĕн кандидачĕ А. Федоров, «Сельхозхими» предприятин Москакассинчи уйрăмĕн тĕп инженерĕнче ĕçлекенскер, Москакасси шкул базинче ирĕклĕ майпа кĕрешессин секцине уçнă. Унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртура призлă вырăнсене йышăннă. Вĕсенчен чылайăшĕ спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă, 1 разрядлă спортсменсем пулнă. Алексей Крылов – республика чемпионĕ, 1995 çулта пĕтĕм Раççейри турнирта 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ, 1997 çулта Татьяна Тепеева Чăваш Енте мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртура виççĕмĕш пулнă. Тепĕр çул вара çакăн пек ăмăртура Светлана Иванова çĕнтернĕ. 1999 çулта Григорий Сорокин спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă. Тĕрлĕ çулта ирĕклĕ майпа кĕрешессипе çавăн пекех А. Столяров (Москакасси уйрăмĕ), С. Крылов (Мăн Сĕнтĕр), С. Романов (Йÿçкасси), Г. Осипов (Нискасси) тренерсем ĕçленĕ. Районта ирĕклĕ майпа кĕрешессине аталантарма маларах Валерийпе Александр Федотовсем пулăшрĕç. «Чувашхлебопродукт» предприяти ертÿ cинче ĕ cленĕвăхăтра Александр Иванович спорт кавирĕн икĕ комплектне туянса пачĕ. Ун чухне ирĕклĕ майпа кĕрешессин федерацине çак спорт тĕсĕн спорт мастерĕн кандидачĕ Валерий Иванович ертсе пыратчĕ. Хальхи вăхăтра та пирĕн округра ирĕклĕ майпа кĕрешессине кăмăллакансем пур. Хăш-пĕр фермерсем, предпринимательсем округри, республикăри ăмăртусене ирттерме пулăшаççĕ. Муркаш шкулĕнчи кĕрешÿ уйрăмĕн воспитанникĕ Дмитрий Степанов халĕ ятарлă çар операцине хутшăнса çĕршыва хÿтĕлет. «Сывлăх» спорт шкулĕнче ĕçленĕ Валерий Федоров тренер та çĕршыва хÿтĕлеме хутшăннă. Кăткăс задачăна пурнăçланăшăн ăна правительство наградисемпе чысланă. Халĕ вăл Шупашкар хулинче пурăнать. Маларах асăннă Алексей Крылов вара, питĕ шел, çапăçу хирĕнче пуç хучĕ. 2022 çултан пуçласа пирĕн округра спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕ официаллă вăйра тăрать. Çакăнти хыпарсене ВКонтакте социаллă пĕрлĕхре пĕлме пулать. Кам çак енĕпе кăсăкланать, пирĕнпе унта club222846443 ссылкăпа пĕрлешмелле. Тренировка, ăмăрту хăçан пуласси, пирĕн çитĕнÿсем пирки пĕлтерни – йăлтах çакăнти страницăра. Пĕтĕмлетсе каласан вара ирĕклĕ майпа кĕрешесси округра аталанать, малашлăх пур. Ку енĕпе халĕ «Сывлăх» спорт шкулĕн икĕ уйрăмĕ ĕçлет. Муркаш уйрăмне иккĕмĕш çул ирĕклĕ майпа кĕрешессин Раççей спорт мастерĕ Валерий Кузнецов çамрăк тренер ертсе пырать. Эпĕ 10 çул ку енĕпе тренерта ĕçлетĕп, иртнĕ çултанпа Мăн Сĕнтĕрти уйрăмри ĕçе йĕркелесси – ман çинче. Çак тапхăрта эпĕ 1 разрядри спортсменсене сахал мархатĕрлерĕм. Спорт мастерĕн кандидачĕсем 3, вĕсем Кашмашран – А. Широков, Е. Широков, Г. Скворцов. Спортсменсем ăмăртусенче ăнăçлă кĕрешни, пысăк çитĕнÿсем туни тренера хавхалантарать. Кунта манăн К. Волкова, М. Сорокина, К. Козлова, С. Багрова, Е. Христофорова, пĕртăван Юркинсене асăнас килет, пултаруллă воспитанниксем татах та пур пирĕн. Чи пысăк çитĕнÿ пирĕн хальхи вăхăтра – Раççейре мала тухассишĕн кĕрешнĕ 16 çулчченхи спортсменсем. Иртнĕ çул апрель уйăхĕнче асăннă категорири Муркашри Камилла Охотникова 35 килограмчченхи виçе ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Кашмашри Арина Скворцова – 39 килограмчченхи виçе категорийĕнче 3-мĕш вырăнта. Кăçал январь уйăхĕнче Ульяновск хулинче Атăл çи федераци округĕнче мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. Пирĕн воспитанниксем чыслав пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçрĕç. Камилла Охотникова – 3-мĕш вырăнта, Арина Скворцова – 1-мĕш вырăнта. Март уйăхĕнче вĕсене каллех пысăк ăмăрту кĕтет, Иваново хулинче Раççейре мала тухассишĕн тупăшма тивет. Унта та хăйсене тивĕçлĕ шайра кăтартасса шанас килет. Çакăн пек ăмăртусем туслăха çирĕплетеççĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантараççĕ, паллах, патриотлăх туйăмне те аталантараççĕ.
Вячеслав Угасин , ирĕклĕ майпа кĕрешессин тренер-преподавателĕ.
Август 2026 |
