«Все для Победы» ушкăн волонтерĕсем Мăн Сĕнтĕрти Культура çуртĕнче виççĕмĕш çул ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хÿтлĕх сеткисем çыхаççĕ. Фронта пулăшас ĕçе виçĕ çул каялла, февралĕн 13-мĕшĕнче пуçларăмăр эпир. Çав вăхăтранпа хамăр çине илнĕ тивĕçе – фронта пулăшассине, салтаксене хÿтĕлессине – чун-чĕре ыйтнипе туса пыратпăр.
Виçĕ çул каялла хамăр патра сетка çыхма вĕренсе çитсен вара çак ĕçе ытти ялсене те вĕрентрĕмĕр, çыхмалли материалне те патăмăр. Ялсенчен пирĕн пата килсе çÿрерĕç, хам та вырăна тухса çыхма вĕрентрĕм. Шел пулин те, çакăн пек пĕрле ĕçленине хăшĕ-пĕри ытла та хăвăрт манчĕ. Эпир вара ырă ятшăн мар, салтаксене пулăшассишĕн малалла тăрăшатпăр. Пирĕн волонтерсен ĕçĕ пачах та чарăнмасть тесен те юрать. Вĕсемпе эпĕ чăннипех те хăпартланатăп. Тепĕр чухне çыхмалли материал пĕтсе çитсен темиçе кунлăх чарăнни пулнă кăна. Хамăр ушкăн хыпарĕсене эпир «Все для Победы» чатра пĕлтерсе тăратпăр. Çак вăхăт тĕлне Мăн Сĕнтĕрти волонтерсем 860 сетка çыхрĕç. Шлем çинчен тăхăнмаллине те сахал мар хатĕрлерĕмĕр. Шăпах та çавăн чухлĕ салтак пурнăçне çăлса хăварма пултартăмăр тесе шухăшлатпăр эпир. 20 метр тăршшĕ сетка та çыхса пăхрăмăр. Хатĕр сеткăсене отпуска килнĕ салтаксенчен парса яратпăр. «Зов Чувашии» ыр кăмăллăх фондне çитерсе паратпăр. Çавăн пекех хамăр чатра та пĕлтерсе тăратпăр, кама кирлĕ илсе кайма ыйтатпăр. Салтаксене хамăрăн е хамăрăн мар тесе уйăрса тăрасси çук – пурте пирĕн салтаксем. Çавăн пекех пирĕн тăрăхри ялсенчи çынсем тĕрлĕ япала, çимĕç, гигиена хатĕрĕсем посылка хатĕрлеме илсе килсе параççĕ, çăм нуски çыхакансем пур. Акă, тĕслĕхрен, Киселевсен çемйи гуманитари пулăшăвĕ валли вырăн хатĕрĕсем, çурта, ыхра тата ытти япала килсе пачĕ. Мăн Тутаркасси ялĕнчи лавккара япала пухмалли курупка лартнă. Мăн Сĕнтĕрти çăкăр завочĕ те салтаксем валли çăкăр-булка изделийĕ уйăрчĕ. Охливанкинсем те япаласем парса пулăшрĕç. Кун пек ырă çынсен ячĕсене татах та асăнма пулать. Салтаксене пулăшма хутшăнакансене эпĕ пурне те тав тăватăп.
Валентина КОМИССАРОВА. Мăн Сĕнтĕр ялĕ.
Август 2026 |
