Пирĕн округра пултаруллă яш-кĕрĕм нумай. Вĕсем вĕренÿре, культурăра, тĕрлĕ пуçарулăхра, обществăлла ĕçсенче хастар, чылай енĕпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Çак шутра – эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Валерия Егорова та. Вăл округри вĕренÿ сферинче тăрăшать, хастар çамрăк, тĕрлĕ мероприяти йĕркелÿçи тата пуçаруçи. Çакăн пек ĕçсене хăй кăна мар, ачасене те активлă хутшăнтарать. Валерия Витальевна – Кашмаш шкулĕн аслă вожатăйĕ, директорăн воспитани енĕпе
ĕçлекен советникĕ. Ăна эпир чыслав сцени çинче пĕрре кăна мар курма ĕлкĕртĕмĕр. Проектсемпе конкурссене, мероприятисене активлă хутшăннăшăн, пысăк çитĕнÿсем тунăшăн вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине 3 хут тивĕçрĕ. Унсăр пуçне хастар çамрăка ытти Хисеп грамотипе те чысланă. Валерия Егорова – ашшĕ-амăш пуçарулăхĕн 2024 – 2025 вĕренÿ çулĕнчи конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ «В ритме искусств» проектăн менеджерĕ. Шупашкарти, Мускаври тата Сахалинти Çĕнтерÿ парачĕн, çавăн пекех Санкт-Петербургри çарпа тинĕс флочĕн Парачĕн волонтерĕ, соорганизаторĕ. «Таврида» арт-кластерăн амбрасадорĕ, Росмолодежь организацин «Точки притяжения» проектăн эксперчĕ.
Пултаруллă яш-кĕрĕмре – пирĕн пуласлăх.
Август 2026 |
