Сăн ÿкерчĕкре виçĕ ача амăшне Наталья Петровăна куратăр.
Вăл Çатракасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкултан вĕренсе тухсан вара Наталья Мускаври автомобильпе çул-йĕр патшалăх техника университетĕнче транспорт управленийĕн специальноçĕпе аслă пĕлÿ илнĕ. Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă, теççĕ халăхра. Наталья Петрова хăйĕн тăван тăрăхĕнчех тĕпленнĕ. Вăл 2017 çултанпа «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кадрсемпе ĕçлекен пай инспекторĕнче тăрăшать, çавăн пекех вăл – ĕç сыхлавĕн специалисчĕ те. Ял пурнăçне, ял хуçалăх ĕçне суйланишĕн пачах та ÿкĕнмест вăл.
«Мана ялта килĕшет, ĕç вырăнĕ тата çемье пур», – тет Наталья Петрова. Вăл – виçĕ ача амăшĕ. Асли Анастасия кооператив техникумĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ товаровед эксперт специальноçĕпе ĕçлет. Ун хыççăнхи Александр Муркаш шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренет. Пĕчĕк Андрюша вара ирсерен «Березка» садика васкать.
Тĕп ĕçсенчен пушансан хĕрарăм ал ĕçĕ тытма та вăхăт тупать. Вулама, ÿкерме кăмăллать, ку енĕпе ăна ачисем те хавхалантараççĕ, тепĕр чухне вара вĕсем хушшинче пĕчĕк ăмăрту та пулса иртет. Кам нумайрах вулать, кам хитререх ÿкерет? Илемлĕ хĕрарăм илемлĕ чечексемпе савăнма тата вĕсене ÿстерме кăмăллать. «Чечек куçа илĕртет, йывăр шухăшсене сирет», – тет вăл.
Август 2026 |
