Икĕ салтак амăшĕ тата салтак мăшăрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.03.2026, 08:48 Просмотров: 572

Пĕррехинче Москакассинчи Культура çуртĕнче мероприяти иртрĕ. Икĕ салтак амăшне – Раиса Аксендаровăна сцена çине тухма ыйтрĕç, сăмах пачĕç. Ăна пирĕн тăрăхра палламан çын çукрах та пулĕ. Чылайăшĕ ăна шÿт ăсти пулнипе пĕлет. Чăваш тумĕ тăхăнса сцена çине тухатчĕ те вăл, куракана вар-хырăм тытмалла култаратчĕ.

Шел пулин те, унăн çутă сăнарĕ юлашки çулсенче кăшт кичемленчĕ, кулли те сăн-питре сайра-хутра палăрать. Унăн талантне шута илсе пĕр-икĕ шÿт каласа пама ыйтрĕç залран. «Эпĕ виçĕ çул ĕнтĕ шÿтлеместĕп. Эпĕ – икĕ салтак амăшĕ, тем те курма тиврĕ пурнăçра. Шÿчĕсене те мантăм пулĕ халĕ, кăвакарнă çÿç пĕрчи те нумайланчĕ. Вăхăчĕ урăхларах халĕ, улăштарчĕ вăл пире», – терĕ Раиса Аксендарова кăшт хурланарах. Çапах та çынсем ыйтнине тивĕçтерчĕ вăл. Самантлăха тарăн шухăша кайнă зал пĕр харăссăн тенĕ пекех кулса ячĕ. Пачах та манман иккен шÿт ăсти хăйĕн каларăшĕсене. «Çитет пулĕ, урăх калаймастăп», – терĕ вăл. Çапах та куракансем унпа кăмăллă пулчĕç. Ветеринара вĕреннĕ Раиса Павловна хăйĕн ĕç ĕмĕрне Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ, ырă ята тивĕçнĕ, 15 çулне ферма ертÿçинче тăрăшнă. Çапла, пурнăç улăштарчĕ пире халĕ. Вăл икĕ ывăлне те ятарлă çар операцине çĕршыва хÿтĕлеме ăсатрĕ. Амăшĕн чĕри йăлтах чăтать. Унта Николай ывăлĕ йывăр аманса тĕрлĕ госпитальте сипленчĕ. «Тавах Турра, ура çине тăчĕ, çын пулчĕ», – терĕ амăшĕ. Халĕ вара Николай округри тĕрлĕ мероприятие, паттăрлăх урокĕсене хутшăнать. Тепĕр ывăлĕ Петя ятлă. Халĕ вăл отпуска килчĕ. Ывăл тăван киле таврăнни темĕнле парнерен те паха. Раиса Павловнăн 8 мăнук, 2 кĕçĕн мăнук. Раиса Аксендаровăн кинĕ Лариса Аксендарова та – сцена ăсти. Лариса – аслă ывăлĕн Николайăн мăшăрĕ. Учитель тата шкулчченхи воспитани профессийĕсене алла илнĕ специалист Çурлатри ял клубĕнче 2012 çултанпа ĕçлет. Кунта тĕрлĕ ăру валли кружок нумай йĕркеленĕ. Пурин валли те кăмăла кура юратнă ĕç тупăнать клубра. Клуб çумĕнчи «Çеçпĕл» ансамбль куракана савăнтарать. Ертÿçĕ коллектив ÿсĕмĕпе, пултарулăхĕпе хăпартланать. «Лариса Александровна сцена çине пилĕк юрă юрлама тухать пулсан, кĕпине те, пушмакне те пилĕк хутчен улăштарать, тепĕр чухне ытларах та. Сасси вара пурин кăмăлне каймалла уçă», – çапла каланине илтнĕччĕ ун пирки эпĕ. Лариса Александровна тахунямăшĕ пекех пур енлĕ пултаруллă. Республикăри «Ялти чăваш хĕрарăмĕ – 2022» конкурсра вăл Гран-при тивĕçрĕ. «Эпĕ – хĕрарăм» регионсем хушшинчи конкурсра пултарулăх кăтартрĕ вăл. Ытти мероприятие те активлă хутшăнать. Вĕсем мăшăрĕпе виçĕ ача ÿстернĕ: икĕ ывăл тата хĕр. Максим çемьеллĕ, Мускавра пурăнать, Надежда – Севастопольте. Кĕçĕнни Давид Шупашкарта колледжра вĕренет. Çавăн пек маттур çынсем пирĕн хушăра пурри пурне те савăнтарать.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6