Ветерансем пурнăç уттипе тан пыраççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.03.2026, 08:39 Просмотров: 615

Иртнĕ эрнере агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен обществăлла организацийĕн районти уйрăмĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Асăннă уйрăмăн ертÿçин тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Нина Петрова 2024 – 2025 çулсенчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.

Çак тапхăрта ветерансем президиумăн 12 ларăвне тата пĕрлехи 4 пухăвне ирттернĕ. Организаци округри 52 ветерана пĕрлештерет. Çак тапхăрта вырăнти организаци 19 юбиляра чысланă. Ветерансен пурнăçĕ тата обществăлла организаци пирки районпа республика изданийĕсенче 22 статья пичетленĕ. Çавăн пекех вĕсем çинчен электронлă массăллă информаци хатĕрĕсенче те пĕлтерсе тăраççĕ. АПК ветеранĕсем округра тата республикăра ирттерекен мероприятисене активлă хутшăнаççĕ. Вăл шутра – Район кунĕ, Тыр-пул уявĕ, Аслă Çĕнтерĕве халалланă митинг, Хурлăхпа астăвăм кунĕ тата ытти те. Муркаш ветеранĕсен делегацийĕ çулсеренех Çĕрпÿ округĕнче ирттерекен «Уй кунĕ» республика куравне хутшăнать. АПК ветеранĕсем ветерансен районти канашĕпе, пенсионерсен пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕпе пĕрле килĕштерсе ĕçлесе пыраççĕ, çулсеренех спорт мероприятийĕсенче активлăх кăтартаççĕ. Вăл шутра – «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ», спорт фестивалĕсем, пенсионерсен спартакиади тата ытти ăмăртусем. Ветерансем культура мероприятийĕсенчен те аякра мар. Вĕсем К. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи театрне «Ĕмĕр сакки сарлака» спектакль курма çитсе килчĕç. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн концерт сезонне уçнă çĕрте пулчĕç. Канăва пĕрле йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çул çÿреме те юратаççĕ пирĕн ветерансем. Мускаври «Раç cей» курав-форумра Чăваш Республикин экспозицийĕсемпе паллашрĕç, ыттисен ĕçне курчĕç. Вăрнар округне кайса курни те ветерансен асĕнче чылайлăха пулĕ. Ветерансен сĕнĕвне шута илсе Дивеевăри сăваплă вырăнсене кайса килчĕç. Республикăра тухса тăракан «Ырă хыпар» журнал редакцийĕ сĕннипе Ладога кÿллинчи Валаам паллă утрав çине çитсе килчĕç. Пирĕн округри 14 ветеран Санкт-Петербургри, Петергофри историллĕ вырăнсенче, Карелири илемлĕ тăрăхсенче пулса курчĕ. Пирĕн ветерансем ыр кăмăллăх ĕçĕнче те пуçаруллă тата хастар. Пур территори пайĕнче те тенĕ пекех ветерансем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хÿтлĕх сеткисемпе ăшă нускисем çыхаççĕ, гигиена тата вырăн таврашĕпе апат-çимĕç, ытти япала параççĕ, посылкăсем хатĕрлеме пулăшаççĕ, укçа енчен те пысăк пулăшу кÿреççĕ. Çак ĕçсене хутшăнакан патриотла туйăмлă ветерансем тав сăмахне тивĕç. Хастар çынсем республикăри АПК ветеранĕсен энциклопедине хатĕрлес ĕçе те активлă хутшăнчĕç, материал чылай пухрĕç. Муркаш район организацийĕн никĕсĕнче республикăри ветерансен канашлăвĕсем те иртеççĕ. Суйлав кампанийĕнче те ветерансем активлăх кăтартрĕç.

Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕ ветерансен сывлăх шайĕ тата вĕсем диспансеризаци тĕрĕслевĕнче пулмалли çине пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçал та ветерансен пĕрлĕхĕн вырăнсенчи уйрăмĕсене çак ыйтăва контрольте тытма, организацин пур пайташне те вырăнсенче диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухма сĕнет. Нина Петрова тĕрлĕ ведомствăна союзăн районти уйрăмĕн ĕç-хĕлне активлă хутшăннăшăн, пулăшса пынăшăн тав турĕ. Шăпах та пĕрле килĕштерсе ĕçлесе пынипе ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама май килет. Çавăн пекех вăл вырăнти уйрăма çирĕп никĕс хывса хăварнă Валерий Вязов ятне ырăпа аса илчĕ. Вăл йĕркелесе ĕçлесе пынипе муркашсене 2024 çулта районсенчи АПК ветеранĕсен организацийĕсен смотр-конкурсĕнче республикăра 1 степеньлĕ дипломпа чысланă. Чăваш Ен Ял хуçалăх министерстви, патшалăх аграри университечĕ, АПК ветеранĕсем тата ыттисем тăрăшнипе республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче агролабораторисем ĕçлеççĕ, вăл шутра – Муркашра та. Пирĕн округра 12 агролаборатори тата 1 агрокласс. Кашнин çумне АПК ветеранĕсене çирĕплетнĕ. Çакăн пек ĕçсемпе паллаштарчĕ Нина Петрова. Пĕр саслăн пулса ветерансем вырăнти организаци ĕçне лайăх хак пачĕç. Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн обществăлла организацийĕн ертÿçи Александр Самылкин республикăра иртнĕ çул тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ, муркашсем тĕрлĕ ĕçпе ыттисем умĕнче тĕслĕхрине палăртрĕ. Ветерансем регион правительстви, муниципалитет шайĕсенчи пĕлтерĕшлĕ ĕçсене, аталану программисене, ял хуçалăх кадрĕсем хатĕрлессине активлă хутшăнаççĕ. Пысăк опыт пухнă ветерансен сĕнĕвĕсене шута илеççĕ. Иртнĕ çул АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн сĕнĕвĕпе Красноармейски округĕнче Леонид Прокопьева асăнса стела уçнă, Шупашкар хулинче Семен Ислюкова асăнса палăк уçнă. Отчетпа суйлав пухăвĕнче АПК ветеранĕсен обществăлла организацийĕн районти уйрăмĕн ертÿçине суйларĕç. Малашне АПК ветеранĕсене Юрий Иванов ертсе пырĕ, ветерансем уншăн пĕр саслăн сасăларĕç, урăх кандидат сĕнекен пулмарĕ. Çавăн пекех республикăри организацин конференцине хутшăнма 7 делегат суйларĕç. Пухура тухса калаçакансем пулчĕç. Пуху вара савăнăçлă самантпа – чыславпа вĕçленчĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6