Культура вучахне упракансем

Категория: Общество Опубликовано: 10.03.2026, 08:31 Просмотров: 565

Сăн ÿкерчĕкре эсир Юнкă тăрăхĕнчи культура вучахне упракан хастар ĕçченсене куратăр. Çак ĕç те пирĕн кулленхи пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Лариса Толстова Юнкăри Культура çурчĕн клуб йĕркелĕвĕн ертÿçинче тăрăшать, «Юнга» театра ертсе пырать. Людмила Кудряшова Культура çурчĕн ертÿçинче ĕçлет. Эпир ăна вăл юрă-ташăра пысăк ăста пулнипе пĕлетпĕр. Светлана Михалкина хормейстер, вăл ача-пăча коллективне ертсе пырать, ачасен пултарулăхне аталантарать. Ирина Ветлугина Юнкă ял библиотекинче ĕçлет. Çак ăста специалистсем пурте хăйсен ĕçĕнче чылай çул тăрăшаççĕ, тĕрлĕ мероприятие активлă хутшăнаççĕ. Вырăнти çынсен канăвне, вăхăта усăллă ирттерессине пысăк тÿпе хываççĕ. Çÿлерех асăннă культура ĕçченĕсем «Единая Россия» политика партийĕн «Культура малой Родины» парти проектне пурнăçланăшăн асăннă партин Тав çырăвне тивĕçрĕç. Иртнĕ çул Юнкăри Культура çуртĕнче калăпăшлă юсав ĕçĕсем иртрĕç. Çакăн хыççăн вăл хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Çавна май кунта халĕ культура мероприятийĕсем те йышланса пырĕç. Çакна та палăртса хăвармалла, юнкăсем кунта юсав пуличчен ятарлă çар операцийĕ валли хÿтлĕх сеткисем çыхнăччĕ. Халĕ вара вĕсем вăхăтлăх чарăннă ĕçе тепĕр хут пуçларĕç, салтаксене пулăшассипе ĕçлеме тытăнчĕç. Сеткăна çĕнĕ мелпе çыхма вĕсене Муркашри ветерансен ушкăнĕ аса илтерчĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6