Тăрăшса ĕçленипе ырă ятлă

Категория: Общество Опубликовано: 10.03.2026, 08:28 Просмотров: 562

Пирĕн хĕрарăмсем пур отрасльте те маттур, тăрăшса ĕçлеççĕ, пысăк çитĕнÿсем туса ырă ята тивĕçеççĕ.
Çавăн пеккисен йышĕнче – сăн ÿкерчĕкри Юлия Пугачева та. Вăл «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕнче чылай çул выльăх-чĕрлĕх пăхать. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 43 çулпа танлашать. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вара 37 çул ĕçлет. Çак хуçалăхра – 35 çул. Хуçалăх правленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вăл пултаруллă та тăрăшуллă ĕçчен. Шаннă ĕçе тÿрĕ чунпа тата вăхăтра пурнăçлать, производствăна аталантарассишĕн, пысăк тупăш илессишĕн, выльăх йышне сыхласа хăварассишĕн тăрăшать. Профилактика тата сиплев ĕçĕсене хутшăнать. Иртнĕ çул ăна 389 пуç ĕне çирĕплетсе панă, талăкри ÿт хушаслăхăн вăтам кăтартăвĕ 729 грампа танлашнă. Выльăх йышне чакса кайма паман.
Юлия Алексеевна тĕп ĕçре кăна мар, предприятин обществăлла пурнăçĕнче те хастар. Ĕçне кура – хисепĕ. Ăна маларах Муркаш район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Кăçал вара унăн ячĕпе черетлĕ чыслав çитрĕ. Юлия Пугачевăна агропромышленность комплексĕнче чылай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне парса саламларĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6