Техникăна маларах хатĕрлемелле

Категория: Общество Опубликовано: 10.03.2026, 08:27 Просмотров: 580

Уй-хир юр айĕнче выртать пулин те, кун вăрăмланни çур аки çывхарнине систерет. Ака- суха ĕçĕсене вăхăтра та перекетлĕ ирттерни çĕр ĕçченĕн малашлăхĕпе çыхăннă. Ыранхи кунпа пурăнакан хресчен паянах çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕсемпе килĕшÿллĕн юр айĕнче е гараж-ангарсенче ларакан ял хуçалăх техникине ĕçе хатĕрлессипе ĕçе кÿлĕнет. Уй-хир ĕçĕн тĕп пайне çĕр ĕçченĕ техника пулăшăвĕпе пурнăçланăран ăна ĕçе хатĕрлессипе çулсеренех ыйтусем нумай сиксе тухаççĕ. Вĕсенчен пăрăнса иртес тесен ĕçсене вăхăтра пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хамăр тĕпеле эпир паян патшалăх техника надзорĕн районти инспекцийĕн аслă инспекторне Сергей НИКОЛАЕВА чĕнтĕмĕр. Халĕ ăна сăмах:

– Ĕç планĕ хатĕрленипе, вăрлăхпа минераллă удобрени, сĕрмелли-çунтармалли материал ытлă-çитлĕ янтăланипе пĕрлех ял хуçалăх техникине тытма та вăхăт. Ĕçсем çине хуçалла пăхакан хресчен шăпах çапла тăвать. Çĕр ĕçченĕн вара хирти ĕçсем пуçланиччен ĕçлемелли техникăна техосмотр тăратса унпа ĕçе тухма ирĕк илмелле. Техника юсавлăхĕ тата унăн управлăхĕ пирки иртнĕ кĕркуннех шутланисем çур акине юсавлă техникăпа тухасси иккĕлентермест. Ыттисен вара хальтерех техника патне тухмалла. Вăл е ку территорире техосмотр ирттернĕ чух унта пурăнакан тата харпăрлăхра трактор тытакан уйрăм çынсем те хăйсен техникипе тĕрĕслеве хутшăнма пултараççĕ. Иртнĕ кунсенче патшалăх техника надзорĕн районти инспекцийĕ пĕрлешÿллĕ кооперативсенчи тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи тракторсемпе вĕсен прицепĕсене çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрлесе техника тĕрĕслевне тăратмалли йĕркене çирĕплетрĕ. Унпа килĕшÿллĕн кăçал та тракторсемпе вĕсен прицепĕсене пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен тата хăйсен харпăрлăхĕнче трактор тытакан граждансен ака уйăхĕнче техосмотр тăратмалла. Графикпа килĕшÿллĕн: Е. Андреев яч. хис. хуçалăхпа Муркаш территори пайĕнчи КФХ-сем – мартăн 30-мĕшĕнче; Суворов яч. хис. хуçалăхпа Турай территори пайĕнчи КФХсем – мартăн 31-мĕшĕнче; «Герой» хуçалăхпа Ярапайкасси территори пайĕнчи КФХсем – апрелĕн 1-мĕшĕнче; «Свобода» хуçалăхпа Çатракасси территори пайĕнчи КФХсем – апрелĕн 2-мĕшĕнче; Чкалов яч. хис., Чапаев яч. хис. кооперативсемпе Чуманкасси территори пайĕнчи КФХсем – апрелĕн 3-мĕшĕнче; Ильич яч. хис. хуçалăхпа Уйкас Янасал территори пайĕнчи КФХсем – апрелĕн 6-мĕшĕнче; «Куснар» агрофирмăпа Хорнуй территори пайĕнчи КФХсем – апрелĕн 7-мĕшĕнче; «Оринино», «Восток» хуçалăхсемпе Оринин территори пайĕнчи КФХсем – апрелĕн 8-мĕшĕнче; «Ударник» пĕрлешÿллĕ хуçалăхпа Йÿçкасси территори пайĕнчи КФХсем – апрелĕн 9-мĕшĕнче; Катькас территори пайĕнчи КФХсемпе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики, «РОСС-Агро», «Гея» обществăсем – апрелĕн 10-мĕшĕнче; Ярославка территори пайĕнчи КФХсем – апрелĕн 13-мĕшĕнче; Шетмĕпуç территори пайĕнчи КФХсемпе Мичурин яч. хис. агрофирма – апрелĕн 14-мĕшĕнче; Мăн Сĕнтĕр территори пайĕнчи КФХсем – апрелĕн 15-мĕшĕнче; Юнкă территори пайĕнчи КФХсем – апрелĕн 16-мĕшĕнче; Ильинка территори пайĕнчи КФХсем – апрелĕн 17-мĕшĕнче; Москакасси территори пайĕнчи КФХсем – апрелĕн 20-мĕшĕнче.

Техосмотра хатĕрленнĕ чух шанса панă техника çинчи пур механизмпа агрегатсен те ĕçлемелле, вĕсен таса, тормоз системипе руль управленийĕн т. ыт. те юсавлă пулмалла. Тракторсемпе ытти хăй тĕллĕн çÿрекен техника çинче пушартан сыхланма огнетушитель, ĕçлекенсене вăхăтра медицина пулăшăвĕ пама медицина аптечки, авари чарăнăвĕн паллисем тытмалла. Техника хуçисен техникăн паспорчĕ, регистраци свидетельстви тата кашни механизаторăн медицина справки çинчен асра тытмалла, çумра страховани полисĕ пулмалла. Кунпа пĕрлех тракториста ĕçлеме ирĕк паракан категориллĕ удостоверени кирлĕ.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6