Ҫӗр улми туса илме – 100 миллион тенкӗ

Категория: Общество Опубликовано: 10.03.2026, 08:19 Просмотров: 566

Шупашкарта ҫӗршывӑн анлӑ аграри форумӗ – Регионсем хушшинчи XVIII «Ҫӗр улми – 2026» курав ӗҫлерӗ. «МТВ-Центрта» Раҫҫейри 18 регионти 78 компани представителӗ пуҫтарӑнчӗ.

«Пирӗншӗн ҫӗр улми туса илесси – стратегиллӗ ҫул-йӗр. Эпир хамӑрӑн аграрисене пур енлӗ пулӑшатпӑр: 2025 ҫулта ҫӗр улми ӳстерме 88 млн тенкӗ янӑ – 54 хуҫалӑха пулӑшнӑ», – тесе палӑртрӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Курав патшалӑх пулӑшӑвне чӑн производство кӑтартӑвӗсене ҫавӑрма пулӑшать, вӑл «Единая Россия» партин «Раҫҫей ялӗ» проектне пурнӑҫламалли пӗлтерӗшлӗ тапхӑр пулса тӑчӗ. Чӑваш Енре ҫӗр улми туса илессин пӗтӗм сыпӑкне пулӑшма 17 тӗрлӗ субсиди ҫирӗплетнӗ. Ҫакӑн пек тытӑмлӑ ӗҫ результат парать: республика Раҫҫейре тӗп ҫӗр улми туса илекенсенчен пӗри пулса тӑрать, вӑтам тухӑҫ вара гектартан 225,8 центнера ҫитнӗ. Пӗлтӗр 54 ял хуҫалӑх предприятийӗ пулӑшу илнӗ. 2026 ҫулта пахча ҫимӗҫпе ҫӗр улми туса илессине аталантармалли программӑна 100 млн тенкӗ ытла уйӑрӗҫ. Хӑнасемшӗн курав тӗрлӗ апат-ҫимӗҫе тутанса пӑхнипе, ӑсталӑх класӗсене ҫитсе курнипе асра юлчӗ. Ярмӑрккӑра 15 сортлӑ вӑрлӑх 55 тонна ытла сутнӑ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6