Шашка-шахмат турнирĕ иртрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 27.02.2026, 09:49 Просмотров: 162

Февралĕн 21-мĕшĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа Муркаш шкулĕнче «Патриоты» ятпа шашка-шахмат турнирĕ иртнĕ. Мероприятие депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕ Леонид Андреев, Евгений Углев предприниматель пуçарнă, Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн вĕренÿ пайĕ йĕркеленĕ.

Ку ăмăрту округра тăваттăмĕш хут пулнă. Хĕрÿ кĕрешĕве тĕрлĕ ăрури спортсмен хутшăннă, пĕтĕмпе 80 çын. Спорт уявне пухăннисене вĕренÿ пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова саламланă, вăйăсенче ăнăçу суннă. Арçынсем хушшине шашкăлла чи вăйлă вылякан Орининти А. Прокопьев пулнă. 2-мĕш вырăнта – Мăн Сĕнтĕрти В. Егоров, 3-мĕш вырăнта – Отарккăри А. Николаев. Хĕрарăмсем хушшинче шашкăлла выляссинче 1-мĕш вырăнта – Орининти Н. Дмитриева. 2-мĕш вырăнта – Муркашри А. Анисимова. 3-мĕш вырăнта – Орининти А. Ефремова. Хĕрарăмсем шахматла та çивĕч вылянă. 1-мĕш вырăнта – Орининти Н. Дмитриева, 2-мĕш вырăнта – Шетмĕпуçĕнчи В. Петрова, 3-мĕш вырăнта – Муркашри А. Анисимова. Арçынсем хушшинчи шахмат тупăшăвĕ çакăн пек: 1-мĕш вырăнта – Кораккассинчи А. Димитриев, 2-мĕш вырăнта – Орининти А. Прокопьев, 3-мĕш вырăнта – Çатракассинчи П. Скворцов. Шкул ачисем те питĕ çивĕч вылянă. Вĕсем хушшинче те çĕнтерÿçĕ нумай. Мероприяти спонсорĕсем Евгений Углев предприниматель тата ыттисем пулнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6