Раҫҫей Соцфончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пур енлӗн пулӑшать. Социаллӑ пулӑшӑвӑн 20 ытла майне палӑртнӑ: вӑл шутра – пенси тивӗҫтерӗвне, уйӑхсерен укҫа тӳлевӗсене, компенсаци йышши тӳлевсене, медицина реабилитацине тата санаторипе курорт сиплевне.
Мобилизациленисем, хӑй ирӗкӗпе кайнисем тата контрактниксем СВО-ра пулнӑ тапхӑра пӗр ҫулшӑн икӗ хут виҫепе 3,6 пенси коэффициенчӗпе шутлаҫҫӗ, ватӑлнипе страхлакан пенсие палӑртнӑ чухне стажа кӗртеҫҫӗ. Ҫапла вара СВО-на хутшӑннӑ тапхӑра шута илсе 42 ҫул ӗҫленӗ арҫынсем, 37 ҫул ӗҫленӗ хӗрарӑмсем пенси ҫулӗнчен 2 ҫул маларах пенси правине пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Раҫҫей Соцфончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ ҫар ӗҫӗсен ветеранӗсене (ҫар ӗҫӗсен ветеранӗн удостоверенине панӑ кунран пуҫласа), ҫар суранне пула тата пӗтӗмӗшле чирпе инвалида тухнисене (инвалидноҫа палӑртнӑ кунран) уйӑхсерен укҫа тӳлевӗ парать. Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗсен тӳлев 103 693,16 тенкӗпе танлашать. РФ Геройӗ вилнӗ пулсан уйӑхсерен тивекен укҫа тӳлевне унӑн ҫемйин пайташӗсене параҫҫӗ (пӗр пек пайласа). Раҫҫей Соцфончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ демобилизациленӗ (ӗҫрен кӑларнӑ) СВО участникӗсене медицина реабилитацине тата санаторипе курорт сиплевне ярать, сипленмелли вырӑна тата каялла каймалли тӑкаксене саплаштарать. Сусӑрсене реабилитаци техникипе тата протезпа ортопеди япалисемпе тивӗҫтерет. Мобилизаципе ҫар службине кайнӑ ҫар ҫыннисен ҫемйисене ҫӑмӑллатнӑ йӗркепе йывӑр ҫын хӗрарӑмсене тата ачисене пӗрлехи пособи параҫҫӗ. Пӗрлехи пособи палӑртнӑ чухне мобилизациленӗ граждансен тупӑшне шута илмеҫҫӗ. Пособие 6 уйӑхлӑха палӑртаҫҫӗ, унтан ӑна ҫӗнӗ срока ҫӗнетме пулать. Призывниксен (мобилизациленнисен) йывӑр ҫын арӑмӗсене Раҫҫей Соцфончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗр хутчен пособи парать. Унӑн виҫи ҫулсерен индексациленет, 2026 ҫулхи февраль уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 45 054,24 тенкӗпе танлашать. Пособие ҫие юлнин улттӑмӗш уйӑхӗ пуҫлансан ыйтма пулать. Ҫар хӗсметне призывпа (мобилизаципе) хутшăнакан ҫар ҫыннисен ачисене уйӑхсерен 19 308,96 тенкӗлӗх пособи параҫҫӗ. Пособие ачана виҫӗ ҫул тултариччен, анчах ашшӗ ҫарта тӑнӑ тапхӑра ҫеҫ палӑртаҫҫӗ. СВО-на хутшӑнакансен ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ е хыпарсӑр ҫухалнӑ ҫемйисене патшалӑх пулӑшу памалли майсем туса парать. Хӑй ирӗкӗпе кайнӑ формированире пулнӑ граждансен тӑлӑх арӑмӗсене е ашшӗ-амӑшне паракан патшалӑх пенсийӗ 17648,16 тенкӗпе танлашать. Ҫемьесене уйӑхсерен укҫа тӳлевӗ, уйӑхсерен укҫа компенсацийӗ, ача-пӑча валли уйӑхсерен пособи, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшусен компенсацийӗ, ҫурта юсама тӳлев параҫҫӗ. Ҫар ҫыннисене пенсие вӑй ведомстви (Оборона министерстви, Росгварди тата ытти те) тӳлесен, уйӑхсерен укҫа компенсацийӗ тата ача-пӑча валли уйӑхсерен пособи уйӑрма ҫак ведомствӑсенчен ыйтмалла. Пособисене тӳлемелли документсене патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче, МФЦ-ра е Раҫҫей Соцфончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн клиент службине харпӑр хӑй тӗллӗн пама пулать. Пур ыйтупа та Раҫҫей Соцфончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн специалисчӗсем патне ҫак номерпе: 8-800-100-00-01 (шӑнкӑрав тӳлевсӗр) шӑнкӑравлӑр.
Август 2026 |
