Раççей ял хуçалăх банкĕ, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви тата Чăваш Патшалăх аграри университечĕ «Фермер шкулĕ» федераци вĕренÿ проекчĕн регионти фермерсен пĕлĕвне ÿстерессин çиччĕмĕш тапхăрĕ пуçланнине пĕлтереççĕ.
Вĕренÿ енĕсене регионти АПК секторĕн аталанăвне тата ĕç рынокне квалификациллĕ кадрсем кирлине шута илсе йĕркелеççĕ. Тÿлевсĕр вĕренÿре икĕ ен сĕнеççĕ: «Современные технологии аквакультуры» тата «Разведение молочного и мясного крупного рогатого скота». «Фермер шкулĕ» проект вăл – вĕренÿ кăна мар, вăл – Чăваш Ен аграри секторĕн пуласлăхне инвестици хывни. Эпир вĕрентетпĕр кăна мар, çĕнĕ тата эффективлă технологисемпе усă курса хамăрăн республикăна пулă ĕрчетессипе, выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе малти позицисене кăларма пултаракан фермерсен çĕнĕ ăрăвне хатĕрлетпĕр», – çапла палăртать Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев вице-премьер. Конкурс суйлавĕ мартăн 2-мĕшĕнчен пуçласа 22 -мĕшĕччен пырать. Кандидатсен требованийĕпе документсем пухасси унчченхи йĕркепех: аслă е вăтам професси пĕлĕвĕ пурри, харпăр хăй бизнес проекчĕ пирки калакан эссе. Конкурс йĕрки пирки аграри университечĕн тата Ял хуçалăх министерствин официаллă сайтĕнче пĕлтереççĕ. Вĕренÿ тапхăрĕ икĕ уйăх тăсăлать, куçăмлă тата онлайн мелсемпе пулать. Практика сехечĕсем регионта ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенче иртеççĕ. Вĕренÿ икĕ уйăх ытла пырать. Çакăн хыççăн кашни вĕренекен хайĕн предприятийĕн аталанăвĕн бизнес-планне хÿтĕлет тата алла диплом илет. Бизнес-планпа фермер ĕçне пуçăнакансен патшалăх пулăшăвне тивĕçмелли программăра усă курма юрать. Аса илтеретпĕр, «Фермер шкулĕ» проект Чăваш Енте 2020 çултанпа пурнăçланать. Вăл хăйĕн эффективлăхне кăтартса пачĕ. Унчченхи курссенче 240 ытла специалист вĕренме пултарнă. Вĕсенчен чылайăшĕ фермер ĕçне ăнăçлă йĕркелесе пырать.
Август 2026 |
