Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви Раççей Ял хуçалăх министерстви пулăшнипе регионсем хушшинчи «Çĕр улми – 2026» черетлĕ курав ирттерет.
Мероприяти Шупашкар хулинче МТВ-Центрта мартăн 4 – 5-мĕшĕсенче пулать. Професси пĕрлĕхĕ валли анлă программа хатĕрленĕ, ĕçлĕ калаçу пулĕ. Кунтах ял хуçалăх техникипе паллашма пулать. Курма пыракансем çĕр улми вăрлăхĕ, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли препаратсем тата ытти япала туянма пултараççĕ. Ĕçлĕ тĕл пулăва Раççейĕн 17 регионĕнчен 80 яхăн компани хутшăнать. «Чăваш Республики – çĕр улми ÿстерессипе Атăл çи федераци округĕнче лидер йышĕнче. Çĕр улми ÿстерессипе регионта 15 тĕрлĕ пулăшу мелĕ вăйра тăрать. Çак çулта ку тĕлĕшпе усă курма республика бюджетĕнче 61 млн тенкĕ пăхса хунă. «Развитие производства картофеля в регионах России: сортовые ресурсы и инновационные агробиотехнологии» темăпа ĕçлĕ калаçу иртет», – çапла пĕлтерет Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев. Курав пуриншĕн те кăсăклă пулĕ, çитсе курма васкăр.
Август 2026 |
