Сывлӑха ҫирӗплетме МАХ пулӑшать

Категория: Общество Опубликовано: 27.02.2026, 09:00 Просмотров: 165

Чӑваш Енре пурӑнакан 31 пин ытла ҫын МАХ урлӑ тухтӑр патне ҫырӑннӑ. «Единая Россия» партин пуҫламӑш медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курассине ӳстерме пулӑшакан «Сывӑ пуласлӑх» проекчӗ ӗҫлет. Унпа килӗшӳллӗн республика сывлӑх сыхлавӗн цифра сервисӗсене МАХ наци мессенджерӗ ҫинче аталантарать. Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова хӑйӗн социаллӑ сечӗсенче республикӑра пурӑнакансем медицина пулӑшӑвӗсемпе тӳрех мессенджер урлӑ меллӗ усӑ курма пултарнине палӑртнӑ. Ҫав шутра – кашниех тухтӑр патне ҫӑмӑллӑнах ҫырӑнма, тухтӑрсемпе дистанци мелӗпе консультаци тума, больница листине хупма, ҫавӑн пекех медицина докуменчӗсене илме пултарать. «Чат-бот хута кайнӑранпа 31 пин ытла ҫын МАХ урлӑ тухтӑр патне ҫырӑннӑ, 3,4 пин ытла телемедицина консультацийӗ панӑ, ҫавӑн пекех 2,7 пин ытла больница листине хупнӑ. Цифрӑллӑ сервиссене малалла ӗҫе кӗртес тата интеграцилес ӗҫе пациентсене меллӗ пултӑр тесе малалла тӑсатпӑр», – палӑртнӑ министр. Аса илтеретпӗр, тухтӑр патне ҫырӑнас тесен сирӗн МАХ мессенджерта ятарлӑ чат-бот хута ямалла – https://max.ru/medicine_chuv_bot – малалла кунти инструкцие пурнӑҫламалла.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6