Регионсен аталанма майсем ҫителӗклӗ

Категория: Общество Опубликовано: 27.02.2026, 08:58 Просмотров: 170

Раҫҫей Премьер-министрӗ Михаил Владимирович Мишустин РФ Правительствин отчечӗпе паллаштарнине онлайн мелӗпе тимлӗн итлерӗм. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл регионсене аталантармалли уйрӑм программӑсен пӗлтерӗшне палӑртрӗ. Ку – регионсен интересӗсем пӗрремӗш вырӑнта тӑракан уҫӑмлӑ ӗҫ планӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтерчӗ. Чӑваш Ен программӑна пурнӑҫлама иккӗмӗш хут хутшӑнать: пӗрремӗшне пӗчӗк предпринимательлӗхе, ҫӗнӗ активлӑх йӗркелессине тата экономикӑна диверсификацилессине тӗпе хунӑ. Иккӗмӗшӗ – вӑтам бизнес аталанӑвӗнче. Халӗ эпир пысӑк технологиллӗ площадкӑсем тата пысӑк шалуллӑ ӗҫ вырӑнӗсем тӑвассипе хастар ӗҫлетпӗр. Ҫавна май тӗп ӗҫе – технологи лидерлӑхне – ҫирӗплетӗпӗр. Шӑпах ҫакӑн пек тӗллев лартать пирӗн ума Президент. Кӑтарту пур. 2,5 млрд тенкӗ уйрӑм инвестици явӑҫтарнӑ – ку малтан палӑртнинчен 3,5 хут нумайрах. Агросекторта 51 ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, 211,3 млн тенкӗ бюджет тулашӗнчен явӑҫтарнӑ. Эпир хӑмла туса илессине ҫӗнетме тата анлӑлатма тӗллев тытрӑмӑр – 2030 ҫул тӗлне хӑмла лаптӑкӗ 2 пин га таран ӳсӗ, ҫав шутра 1 пинӗ – социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программи шайӗнче. Владимир Владимирович Путина социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программине тӑснӑшӑн, Михаил Владимирович Мишустина харпӑр хӑй тӳпине хывнӑшӑн тата регионсен спецификине тарӑннӑн ӑнланнӑшӑн тав тӑватӑп. Ҫакӑн пек пулӑшупа эпир малалла пахалӑхлӑ талпӑнмалли хӑватлӑ инструментсем илетпӗр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6