Кубока муркашсем çĕнсе илчĕç

Категория: Общество Опубликовано: 20.02.2026, 10:39 Просмотров: 180

Февралĕн 13 – 15-мĕшĕсенче «Сывлăх» спорт шкулĕнче воин-интернационалистсене халалланă боксерсен турнирĕ 13-мĕш хут иртрĕ. Спортсменсем округ администрацийĕн пуçлăхĕн кубокĕшĕн ăмăртрĕç.

Турнира пирĕн спортсменсемсĕр пуçне хамăр республика, Саратов, Киров, Чулхула облаçĕсен тата Мари Эл, Тутарстан Республикисен спортсменĕсем хутшăнчĕç. 13-мĕш турнира чаплă лару-тăрура уçса Муркаш округĕн пуçлăхĕн çумĕ Зоя Дипломатова саламларĕ. Вăл турнира йĕркелекенсене тав турĕ, боксерсене çитĕнÿсем сунчĕ. Турнир хăнисем те ăмăртăва хутшăнакансене саламларĕç. Турнир çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. Муркаш боксерĕсем турнирта çĕнтерсе, кубока çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăна Шупашкар хулин боксерĕсем тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна Саратов облаçĕн спортсменĕсем тивĕçрĕç. Турнир çĕнтерÿçисене медальсемпе, дипломсемпе чысларĕç. Муркашсем йăлана кĕнĕ турнира çитес çул та ирттерме палăртаççĕ.

Надежда Суворова.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6