Иртнĕ шăматкун, нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче, пирĕн округра «Сывлăх» спорт шкулĕн йĕлтĕр базинче «Раççей спорчĕ» патшалăх программи шайĕнче çĕршыври «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту иртрĕ

Категория: Общество Опубликовано: 20.02.2026, 10:35 Просмотров: 193

– Муркаш тăрăхĕ – чаплă спортсменсен лаççи. Вĕсем округри ăмăртусенче çеç мар, республикăри, Раççейри, тĕнче шайĕнчи стартсенче хăйсене ырă енчен кăтартнă, çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Паянхи ăмăрту та спортпа туслашнă нумай çамрăкшăн пысăк ÿсĕмсен пуçламăшĕ пулнине шанатăп, – терĕ черетлĕ спорт уявне уçнă май спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене ăнăçу сунса ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕн çумĕ Александр Кирьянов. Пурте кĕтнĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2026» ăмăртăва уçса пухăннисене Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов ячĕпе унăн пĕрремĕш заместителĕ – территорисене аталантарас тата хăт кĕртес управлени пуçлăхĕ Андрей Мясников саламларĕ. Муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Александр Иванов спортпа туслисен ĕçĕ те, пурнăçĕ те ăнса пынине палăртрĕ. Унăн сăмахĕсене çирĕплетсе «Сывлăх» спорт шкулĕн директорĕ Александр Куликов йĕлтĕрпе чупассипе 1-мĕш спорт разрячĕн нормативне пурнăçланăшăн ЧР Физкультурăпа спорт министерствин приказĕпе Михаил Веселова, Нелли Веселовăна, Дамир Григорьева, Роман Полтанские тата Валерия Яковлевăна удостоверени пачĕ. «Олимп резервĕсем хатĕрлекен Е. Николаева ячĕллĕ 8-мĕш спорт шкулĕн» директорĕн çумĕ Михаил Андреев ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçу суннă хыççăн тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем старта тухрĕç. Малтан 2014 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех çулсенчи арçын ачасем 1 км дистанцире ăмăртрĕç. Кунта Муркаш шкулĕнче вĕренекен Антон Белов 3,13 минутра финиша çитсе çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Хыççăнхи вырăнсенче – çак шкулти Роман Рыжковпа Глеб Архипов. Ку ÿсĕмри хĕр ачасем хушшинче Нискассинчи, Ильинкăри тата Çатракассинчи вăтам шкулсенче вĕренекен Анастасия Бархаткина, Аделина Вишнева, Анастасия Григорьева ыттисенчен хастар пулчĕç. 2012 – 2013 çулсенче çуралнă яшсем хушшинче çав дистанцирех Çатракассинчи Дамир Григорьев чи çивĕччи пулчĕ (3 минут та 5 çеккунт). Мăн Сĕнтĕрти Павел Лукшинпа Москакассинчи Егор Петров 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Çак çулсенчи хĕрсем хушшинче те хĕрÿ кĕрешÿ пулчĕ. Дистанцие 3,16 минутра вĕçлесе Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчи Анна Жданова çĕнтерчĕ. Хыççăнхи вырăнсенче – Çатракасси шкулĕнчи Валерия Ивановăпа Ильинкăри Таисия Владимирова. 2010 – 2011 çулсенчи каччăсем хушшинче 2 км ăмăртса çĕнтерÿçĕсен пьедесталне Муркашри вăтам шкулта вĕренекен Максим Белов, Илья Смирнов тата Москакассинчи Сергей Петров йышăнчĕç. Çак ÿсĕмри хĕрсем хушшинче çĕнтерÿçĕсем йăлтах Муркашри вăтам шкултан пулчĕç: Дарья Галкина, Валерия Яковлева, Софья Рыжкова. 2008 – 2009 çулсенчи яшсемпе хĕрсем 3 км дистанцире вăй виçрĕç. Яшсем хушшинче дистанцие 8 минут та 31 çеккунтра вĕçлесе Муркаш шкулĕнчи Роман Полтанский çĕнтерчĕ. Хыççăнхи вырăнсенче – Ярапайкассинчи Михаил Веселовпа Муркашри Иван Углев. Асăннă ÿсĕмри хĕрсем хушшинче те çивĕч кĕрешÿ пулчĕ. Дистанцие пуринчен малтан Çатракасси шкулĕнче вĕренекен Лилиана Степанова тухрĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче: Ярапайкассинчи Эвелина Паргеевăпа Çатракассинчи Арина Григорьева. 2007 çулта çуралнă е аслăрах арçынсем хушшинче 3 км дистанцире Катькас территори пайĕнчи Леонид Данилова (8 минут та 35 çеккунт) тата Оринин территори пайĕнчи Димитрий Николаева (1 çеккунт выляса ячĕ) çитекенни пулмарĕ. Çак ÿсĕмри тата аслăрах хĕрарăмсем хушшинче 2 км дистанцире чи хăвăртти Ярапайкасси территори пайĕнчи Нелли Веселова пулчĕ (7 минут та 15 çеккунт). Нискассинчи вăтам шкулта ĕçлекен Анастасия Попугаевăпа Çатракасси территори пайĕнчи Карина Григорьева хыççăнхи вырăнсене йышăнчĕç. 40 – 54 çулсенчи йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне пăхма та кăсăклă пулчĕ. Арçынсем хушшинче 3 км дистанцие 8 минут та 50 çеккунтра вĕçлесе малти вырăна Оринин территори пайĕнчи Дмитрий Полтанский тухрĕ. Çак ÿсĕмри хĕрарăмсем хушшинче 1 км дистанцие Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкулти Надежда Волкова пĕрремĕш вĕçлерĕ. Ун хыççăн – Ярапайкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Олимпиада Веселова. 55 çултан аслăрах арçынсемпе хĕрарăмсем 1 км дистанцире вăй виçрĕç. Арçынсем хушшинче кунта Муркаш,Шетмĕпуç, Ярапайкасси территори пайĕсенчи Игорь Смирнов, Владимир Иванов, Николай Иванов палăрчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче çак дистанцие Зинаида Васильевăпа Людмила Никитина маларах вĕçлерĕç.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6