Ĕнер тĕрлĕ çапăçу хирĕнче паттăррăн çапăçнă салтак паян мирлĕ пурнăçра та пысăк ĕç тăвать. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн «ВОИН» центрăн профессильлĕ инструктор методисчĕ, педагог, çар ĕçĕн ветеранĕ, ятарлă çар операцине хутшăннă Çатракасси тăрăхĕнчи Сергей Васильев Муркаш шкулĕн 6 класс вĕренекенĕсемпе паттăрлăх урокĕ ирттерчĕ. Тĕл пулу «Движение первых» центрта пулчĕ. Çар ĕçĕн ветеранĕ шкул ачисене хăйĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Инструктор каланă тăрăх, ачасем Тăван çĕршыв, туслăх, чыс, вырăс салтакĕн хăвачĕ, пĕр-пĕрне пулăшасси пирки пĕлчĕç.
Сергей Васильевăн пурнăçĕ кăткăс пулнă. Салтак Чечняри, Сиринчи ятарлă операцисене хутшăннă. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан вара пĕрремĕш кунтанах çĕршыва хÿтĕлес приказа пурнăçлама çапăçăва кĕнĕ. Тĕллевĕ пур çĕрте те пĕрре – Тăван çĕршыва хÿтĕлесси, вырăс халăхĕн йăхне сыхласа, çĕрне-шывне упраса хăварасси. Спецназăн ятарлă разведка ушкăнĕн аслă инструкторне Сергей Васильева СВО-ри çапăçу та самай тĕрĕсленĕ. Хăй калашле, экстремаллă лару-тăрура çухалса кайман вăл.
– Пирĕн ушкăна питех те кăткăс задание пурнăçлама кирлĕ вырăна илсе çитереççĕ, унтан вара çар задачине пурнăçласа каялла хамăрăн чĕрĕ-сывă тухма пултармалла. Приказа пурнăçланă – лайăх, пурнăçлайман... Çапăçу вăл çапăçăвах, унта награда пирки пачах та шухăшламастăн, хĕç-пăшала алла наградăшăн та тытмастăн, ун чухне вăл шухăш пуçа пырса та кĕмест. Хам аманнă пулсан та, юлташсене пĕрре мар çăлнă. Пирĕн отрядра малтан чăвашсем сахаллăнах марччĕ, хăшĕ урăх территорине куçрĕ, хăшĕ вара ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайрĕ, манмастăп эпĕ вĕсене. Арçын куççуль кăлармасть теççĕ, пурнăçра тĕрлĕрен пулать. Çавăн чухлĕ çапăçура темĕн те курма тивнĕ мана. Эпĕ хама паттăр тесе каламастăп, çĕршыва хÿтĕлесси вара арçыннăн тивĕçĕ пулнине пĕлсе тăратăп. Ăна кашни арçыннăн пĕлмелле, – терĕ вăл. Сергей Васильев мирлĕ пурнăçра вунă çул ытла педагогра ĕçленĕ, физкультура урокне вĕрентнĕ, мĕн ачаранпах спортпа туслă пулнă, хăйне тăтăшах çирĕплетсе пынă, ахальтен мар ĕнтĕ вăл спорт мастерĕ. Халĕ те вăл çамрăксемпе ĕçлет.
Август 2026 |
