Курсантпа тĕл пулчĕç

Категория: Общество Опубликовано: 20.02.2026, 09:38 Просмотров: 49

Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче вĕренекенсем Анатолий Данилов курсантпа тĕл пулчĕç. Вăл Жуков орденлĕ Хĕрлĕ Ялавлă танк командованийĕн Хусанти аслă училищинче вĕренет.

Анатолий Данилов шкул ачисене служба, танкистсене хатĕрлес уйрăмлăхсем çинчен каласа пачĕ. Ачасем çар техники, çапăçу тактики, вырăс çарĕн йăлисем çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç. Курсант ачасене автомат салатса пуçтарма вĕрентрĕ. Вĕренекенсем Анатолий Данилова шкул музейĕпе паллаштарчĕç. Курсант çамрăк армеецсем стройпа утма пĕлнине хакларĕ.

«Эпир çар профессине суйласа илнĕ çамрăксемпе мухтанатпăр. Пулас офицерсем – çирĕплĕх, паттăрлăх тĕслĕхĕ. Çак тĕл пулу ачасене çĕршыва хÿтĕлекен профессине суйлама хавхалантарасса шанатпăр», – теççĕ шкулти педагогсем.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6