«Ача чухне атте хăй салтакра пулни пирки каласа кăтартатчĕ. Эпĕ вара итлеме юрататтăм. Манăн та хăвăртрах ÿссе çитес килетчĕ. Арçын ачан мĕн шухăш? Алла пăшал тытасси. Шкултан вĕренсе тухсанах эпĕ те ун пекех салтака кайма ĕмĕтленеттĕм. Салтакра пулнă каччă пурнăçа ăнланать тенине пĕрре мар илтнĕ эпĕ. Чăн пурнăçра вара алла пăшал тытса çапăçмалла пулать тесе нихăçан та шухăшламан», – çапла калать Вомпăкассинчи Виктор Колесников.
Чăнах та салтак пулма ĕмĕтленни ума килнĕ. 1994 çулта çуралнă Виктор ÿссе çитнĕ, Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Хăйĕн пуласлăхĕ пирки вăл хăпартланса ĕмĕтленмен, водитель пулни те çитет тенĕ. ДОСААФ урлă водителе вĕренсе алла права илнĕ. Вăхăт нумай та иртмен, Виктор çар ретне тăнă. Çар тивĕçне Самарăра пурнăçланă, водительте ĕçленĕ. Унтан таврăннă та производствăна пикеннĕ, Мăн Сĕнтĕрти «АлПроф» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра ĕçленĕ, ĕçе килĕштернĕ. Лăпкă пурнăç вара нумайлăха пыман, ятарлă çар операцийĕ пуçланнă.
– Ятарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе кайма манăн та ят тухрĕ, алла повестка пачĕç. Çухалса каймарăм, чун-чĕрене хытарса хама çирĕп тытрăм. Килтен тухса кайма вара çăмăл мар, хăçан тата мĕнле таврăнасса пĕлместĕн. 2022 çулта сентябрĕн 26-мĕшĕнче Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме тухса кайрăмăр. Çапла, кайрăмăр, пĕччен мар, Володя пиччепе пĕрле, иккĕн те повесткăпа. Пĕр килтен икĕ ывăла çапăçу хирне ăсатнă чухне атте-анне чĕри мĕнле чăтнă-ши? Кăна, паллах, хăйсем кăна пĕлеççĕ, кам хăйĕн ачине килтен ăсатса курнă, çавă ăнланать. Мăшăр икĕ ачапа килте тăрса юлчĕ. Пĕр-пĕринчен уйрăлма питĕ йывăр пулчĕ пире. Çав вăхăтра пуçра шухăш та мĕлтлетет, урăх курайăп-ши хамăн çывăх çынсене тени те пурах чун-чĕрере. Пирĕн ротăра йăлтах чăвашсем пулнă тесен те юрать. Çар задачине Херсон тăрăхĕнче пурнăçларăм, водитель пултăм. Кашни ир çул-йĕре минăсенчен тĕрĕслемеллеччĕ. Пĕррехинче вара Днепр хĕрринчи çул çинче дрон вĕçсе килсе çурăлчĕ. Йывăр амантăм. Çулталăк та уйăх тĕрлĕ хулари госпитальте сиплентĕм, таçта та çитрĕм. Ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайнă юлташсем пирки шухăшлама, аса илме питĕ йывăр. Мĕн чухлĕ çамрăк çĕре вăхăтсăр кĕчĕ. Акă çак кунсенче кăна пĕрле кайнă юлташ пуç хучĕ... Çывăх çынсен кĕлли те пулăшрех тесе шухăшлатăп. Эпĕ 2025 çулхи сентябрь уйăхĕнче тăван киле таврăнтăм. Манăн йăлтах йĕркеллĕ. Атте-анне пур, вĕсем сывах, юратнă мăшăр, ачасем çумра. Тата мĕн кирлĕ мана? Пиччепе пĕр ротăрах пултăмăр, пĕр çапăçусенех хутшăнтăмăр, пĕр задачăнах пурнăçларăмăр. Ăна та Турри киле тĕрĕс- тĕкел çавăрса çитертĕрччĕ, пулăшса пытăрччĕ. Çĕнтерĕвĕ хăвăртрах пултăрччĕ. Ноябрь уйăхĕнче вара Муркашпа Элĕк районĕсен çар комиссариатĕнче ĕçлеме пуçларăм эпĕ. Коллектив лайăх, ĕçлеме вĕрентеççĕ мана, тавах вĕсене. Евгений Степанов комиссара тавах, мана ĕçе йышăннăшăн, пулăшнăшăн. Çапла халĕ мирлĕ пурнăçа хăнăхса пыратăп эпĕ, – терĕ вăл. Виктор хăй пирки хăпартланса калаçманнине, мухтанма юратманнине ăнлантăм эпĕ. Çапăçу хирĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн патшалăхăн виçĕ наградине тивĕçнĕ вăл. Çемьере йĕркеллĕ. Асли Марсель 14 çулта, Катя пĕрремĕш класра вĕренет. Пурнăç вара малаллах пырать.
Роза ИЛЛАРИОНОВА
Август 2026 |
