Февралĕн 13-мĕшĕнче Юнкăри Культура çуртĕнче Муркаш округĕ савăнăçлă лару-тăрура хăйĕн 82-мĕш черетлĕ çуралнă кунне паллă турĕ. Тĕпрен юсанă хыççăн Культура çурчĕ вĕр çĕнĕ евĕр илемлĕ те хăтлă.
Уявăн тĕп пайĕ пуçланиччен хăнасемпе мероприятие хутшăнакансем интерактивлă площадкăсен ĕçĕпе, ал ĕç ăстисен эрешĕсемпе паллашма пултарчĕç. Кăмăл тăвакансем вара ăстаçăсемпе пĕрле ĕçлесе те пăхрĕç. Уява Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи Халăх туслăхĕн çулталăкне халалланă мероприяти «Пурăнатпăр туслă, муркашсем!» музыкăпа хореографи композицийĕнчен пуçланчĕ. Уява пухăннисене Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов саламларĕ, ветерансем ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ. Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнса мирлĕ пурнăçа хÿтĕлекенсем ячĕпе уйрăм тав сăмахĕ пулчĕ. Ăшă сăмах нумай янăрарĕ уявра. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн саламлă çырăвне Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов вуласа пачĕ, хăй ячĕпе те саламларĕ, округа малашне те аталанса пыма ăнăçу сунчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Федор Степанов, Муркаш округĕн Хисеплĕ гражданинĕ, депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕ Павел Вязов каланă сăмахсене те итлеме кăмăллă пулчĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Угасловăн саламлă çырăвне вуласа пачĕç. Салам сăмахĕпе сцена çине тухакансем татах пулчĕç. Округ хăйĕн тăрăшуллă çыннисемпе мухтавлă. «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕнче чылай çул выльăх-чĕрлĕх пăхакан Юлия Пугачевăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне парса чысларĕç. Производствăра малта пыракансем тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисене, Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Çамрăксене Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендин свидетельствине парса чысларĕç. Сцена çине сумлă çулхи çынсем хăпарсан уяв кĕреки татах та хăтлăланчĕ. Евгений Ерагина Муркаш районĕн Хисеп кĕнекине кĕртрĕç, çакна çирĕплетекен хăйăва çакса ячĕç. Вăл çакна чăннипех те тивĕç, район аталанăвĕнче унăн тÿпи пысăк. Тăван çĕре тĕпчессипе, унăн ятне çÿле çĕклессипе, хамăр пирки ыттисене те пĕлтерессипе чылай ĕç тунă вăл. Евгений Евстафьевич чăваш культурипе, йăли-йĕркипе, çĕрĕ-шывĕпе çыхăннă 30 ытла кĕнекене кун çути панă. Çемье юбилярĕсене чыслани те кăмăллă пулчĕ. Уйкас Янасал тăрăхĕнчи Юлияпа Меркурий Илларионовсем 60 çул пĕрле пурăнаççĕ. Юнкă тăрăхĕнчи Зойăпа Валентин Крючковсем, Валентинăпа Константин Ефимовсем, Чуманкасси тăрăхĕнчи Светланăпа Петр Афанасьевсем пурнăç çулĕпе 50 çул пĕрле утаççĕ. Предприятисемпе организацисен тата территори пайĕсем хушшинче социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2025 çулхи ăмăртăвне пĕтĕмлетрĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче – Суворов яч. хис. хуçалăх 1-мĕш вырăнта. «Герой» хуçалăх 2-мĕш вырăнта пулчĕ, «Оринино» хуçалăх – 3-мĕш. Промышленноç тата тивĕçтерÿ предприятийĕсем хушшинче 1-мĕш вырăнта – «Моргаушский» пасар, 2-мĕш вырăнта – «БТИ» чикĕллĕ яваплăхлă общество, 3-мĕш вырăнта – Муркаш райповĕ. Территори пайĕсем хушшинче Муркаш территори пайĕ – 1-мĕш вырăнта, орининсем – иккĕмĕш, москакассисем – виççĕмĕш. Фермер хуçалăхĕсем хушшинче Владимир Федоров çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Хушма хуçалăхсем хушшинче Алексей Арапкин хуçалăхне лайăхпа палăртрĕç. Обществăлла апатлану предприятийĕсем уява килнисене тутлă çимĕç сĕнчĕç. Фойере те, сцена çинче те уяв илемĕ палăрчĕ. Округри художество пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. Çапла иртрĕ тăван районăн уявĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
