Аграри отраслĕнчи ертÿçĕсен Раççей шайĕнчи «Лидеры АПК» конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче Муркаш тăрăхĕнчи çырла ÿстерессипе ĕçлекен Дмитрий Краснов предприниматель çĕнтерÿçĕ йышне кĕнĕ. Унта лекессишĕн 7,5 пин ытла ертÿçĕ тăрăшнă. Финала 245 çын тухнă. Сăмах май, Муркаш фермерĕ хăйĕн хуçалăхне «Перспектива» грантпа усă курса аталантарать.
Финала хутшăнакансен тĕрĕслевĕ çирĕп пулнă, вĕсем ял хуçалăх ĕçĕнче ертÿçĕне кирлĕ ăсталăха кăтартнă. Финал ĕçлĕ конференци шайĕнче иртнĕ. Вĕсем ушкăнпа кăткăс ĕçсемпе ыйтусене татса панă. Конкурс çĕнтерÿçисем АПК сферинчи çÿллĕ шайри ертÿçĕсен ятарлă вĕренĕвне хутшăнаççĕ. Çак ĕç «Россия – страна возможностей» Президент платформин «Сенеж» мастерскойĕнче иртет.
Август 2026 |
