Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн республикăри «Пĕрле» фонд ятарлă çар операцин зонине 62-мĕш гуманитари конвойĕ ăсатнă. Запорожье тăрăхĕнчи икĕ çар чаçне строительство материалĕсем, топливо брикечĕсем, маскировка сеткисем, окоп çуртисем, пончо, квадрокоптер, тимĕр кăмакасем, генераторсем, типĕтнĕ апат-çимĕç тата уяв парнисем илсе çитернĕ.
Ростоври госпитале вырăн хатĕрĕсем, минтерсем тата гигиена хатĕрĕсем панă. «Пĕрле» фонд Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева транспортпа тивĕçтернĕшĕн, çавăн пекех гуманитари пулăшăвне пуçтарма хутшăннисене тав тăвать.
Август 2026 |
