Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи ятарлă саккун йышăннă. Сăмах нумай ачаллă çемьесене уйăхсерен паракан пособи пирки пырать. Малашне çемьери тупăш кашни çын пуçне пурăнмалли минимумран 10 процент пысăк пулсан та çак пособие тÿлеççĕ. Кун пирки Алла Салаева депутат пĕлтернĕ.
Депутат çак мерăна нумай ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе йышăннине пĕлтернĕ. Унччен çемьесен тупăшĕ минимумран иртсен пособие пама пăрахнă. Малашне ун пек пулмĕ. Çемьесен тупăшĕ ÿсни пурнăçа лайăхлатма май парать. Нумай ачаллă çемьесемшĕн çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Август 2026 |
