Ирхи паха апат

Категория: Общество Опубликовано: 13.02.2026, 10:58 Просмотров: 60

Ир пулсан ыйхăран вăранма тесе пирĕнтен чылайăшĕ кофе ĕçет. Ыйхăран вăранма тата пуç мимине лайăх ĕçлеттерме вара çак шĕвек кăна пулăшмасть. Апла пулсан сăнаса пăхăр.

Шыв. Организмра шыв çителĕксĕр чухне çын хăй ывăннине туять. Эппин, шыв нумайрах ĕçмелле – уйрăмах ирхине.

Шăккалат. Çак çимĕç тутлă кăна мар. Унра сахăр нумай. Ку вара эндорфинсем кăларма, организма энергипе тивĕçтерме пулăшать. «Экзамен умĕн шăккалат çимелле, кофе е çăра чей ĕçмелле», – тенине чылайăшĕ илтнĕ-тĕр.

Улма-çырла. Вĕсене çини питĕ усăллă. Уйрăмах хăмла çырли, хура çырла, çĕр çырли паха шутланаççĕ.

Апельсин сĕткенĕ. Цитрус çимĕçĕсем ирхине ыйхăран час вăранайманнисемшĕн питĕ лайăх. Вĕсенчи сĕткен С витаминпа пуян, вăл организма энергипе тивĕçтерет. Апельсин, лайм, лимон шăршисем вара пуç мимин ĕç-хĕлне хастарлатаççĕ. Лимонпа лайм сĕткенĕсене шывпа хутăштарсан лайăх.

Аш-какай. Унта протеин пур. Вăл организма энергипе тивĕçтерет. Паллах, кофе вырăнне какай çисен ыйхăран самантрах вăранаймăн. Анчах энерги саппасĕ чылайлăха пулĕ. Çакă пулă çинине те пырса тивет. Кун йывăр килессе туйсан çăкăр вырăнне чăх какайĕ, кăшт пулă çимелле.

Мăйăр. Вăл тутă тытать. Анчах мăйăр ытлашши çини сиенлĕ. Ăна уйрăмах çывăрас умĕн çимелле мар – мăнтăрланас хăрушлăх ÿсет.

Симĕс чей. Кирек мĕнле чейре те кофеин пур. Симĕсси вара – чи усăлли. Вăл, кофепе танлаштарсан, çĕкленÿллĕ кăмăлпа чылайлăха тивĕçтерет. Кофе витĕмĕ тÿрех палăрать пулсан, симĕс чей вара ун пек мар, анчах витĕмĕ хăвăртах пĕтмест.

Панулми. Унри бор тимлĕхе пысăклатать. Ку кăна та мар, панулмире усăллă япала нумай. Вăл шăлшăн та, кĕлеткешĕн те питĕ усăллă.

Сĕлĕ пăтти. Унра углеводпа клетчатка нумай. Пăтта кăшт пыл е типĕтнĕ улма-çырла ярсан аван. Ку – организма энергипе туллин тивĕçтерекен паха апат.

Банан. Унри глюкозăна, сахăрпа танлаштарсан, организм лайăхрах йышăнать.

Çăмарта. Питĕ паха апат. Унра организма лайăх ĕçлеме май паракан протеин, витамин, минерал нумай. Ирхине çăмарта çисен çын час ывăнмасть.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6