Салтак ячĕпе – ăмăрту

Категория: Общество Опубликовано: 13.02.2026, 10:31 Просмотров: 113

Ыррине аса илсе пырассипе тата ăна аталантарассипе иртнĕ эрнекун, нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче, «Сывлăх» спорт шкулĕн йĕлтĕр базинче ятарлă çар операцине хутшăнакансене тĕкĕ парса Муркаш муниципалитет округĕн кубокĕшĕн çамрăк йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăна ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрла пуç хунă ентеше, «Паттăрлăхшăн» орден кавалерне, Раççей спорт мастерĕн кандидатне Сергей Александрович Куликова тата асăннă çар операцине хутшăнакан ытти салтака халалларĕç.

– Муркаш ен тĕрлĕ спорт мероприятийĕсемпе пуян. Вĕсене йĕркелекенсем хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ çынсен тĕрлĕ сферăри паттăрлăхне, ÿсĕмне манманни курăнать. Çав хушăра Тăван çĕршыв интересĕсене тĕрлĕ çар операцийĕнче хÿтĕлекенсем те пур. Малашлăха пăхса пурăнакан çамрăксен асне хăварас тĕллевпе йĕркелерĕмĕр çак ăмăртăва. Тăван çĕршыв интересĕсене ятарлă çар операцийĕнче хÿтĕлекенсен паттăрлăхĕ пирĕншĕн те, çамрăксемшĕн те яланах ырă тĕслĕх пулĕ, – терĕ ăмăртăва уçса муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Зоя Дипломатова ăмăртăва хутшăнакансене çăмăл старт тата ăнăçлă финиш сунса. Çапла кăçалтан округри спорт календарьне тепĕр старт хутшăнчĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ çитес çулсенче ÿсессе уява йĕркелекенсем (Куликовсен çемйи) шантарса каланине ĕненес килет. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăракансене Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕ Евгений Степанов ырă кун, хаваслă стартсем тата ăнăçлă финиш сунчĕ. «Ятарлă çар операцине хутшăнакансен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмĕ», – терĕ çар комиссарĕ. Округри депутатсен Пухăвĕн ертÿçи Александр Иванов паянхи старт çамрăксенче паттăрлăх туйăмне ÿстерессе шаннине палăртрĕ. Малтанах 2008 – 2009 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем 6 тата 3 километрлă дистанцисене тухрĕç. Каччăсем хушшинче – Роман Полтанский, Михаил Веселов тата Иван Углев, хĕрсем хушшинче Лилиана Степанова, Арина Григорьева, Эвелина Паргеева çĕнтерчĕç. Асăннă дистанцирех 2010 – 2011 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем те вăй виçрĕç. Кунта çĕнтерÿçĕсем хушшинче Илья Смирнова, Сергей Петрова, Кирилл Романова тата Милена Смирновăпа Валерия Яковлевăна тата Дарья Галкинăна курма май пулчĕ. 2012 – 2013 çулсенче çуралнă хĕрсемпе каччăсем 3 километрлă дистанцие тухрĕç. Кунта хăйсен ÿсĕмĕнче Дамир Григорьев, Максим Романов, Александр Шандимиров тата Анна Жданова, Валерия Иванова, Ульяна Бархаткина çивĕч пулчĕç. 2014 çулта тата каярах çуралнă арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче (2 км) Роман Рыжков, Глеб Архипов, Анатолий Белов тата Анастасия Григорьевăпа Анастасия Бархаткина, Виктория Васильева палăрчĕç. 2007 çулта çуралнă арçынсемпе хĕрарăмсем 3 километрлă дистанцире вăй виçрĕç. Сергей Белов, Алексей Елькин, Дмитрий Полтанский тата Анастасия Попугаевăпа Нелли Веселова, Екатерина Алексеева çĕнтерчĕç. Вĕсем пурте дипломсемпе медальсене тата ятарлă статуэткăсене тивĕçрĕç. Куликовсен çемйин тĕп призне – йĕлтĕр наборне – Углевсен çемйи çĕнсе илчĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6