Ярославкăсем шывпа тивĕçтерессипе ĕçлерĕç

Категория: Общество Опубликовано: 13.02.2026, 10:26 Просмотров: 92

Çапла пĕлтерчĕ Ярославка территори пайĕн ертÿçи Николай Петров вырăнти хăтлăхшăн пĕрле ĕçлемеллине палăртса. Вăл вырăнти халăх умĕнче кĕске отчет турĕ:

– Çулталăка хыçа хăвартăмăр, вырăнти çынсемпе тунă ĕçсене пĕтĕмлететпĕр. Пирĕн тăрăхри çынсем хастар, май пур таран тăрăшаççĕ. Территоринчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр йăлтах арендăра, унпа тĕллевлĕ усă кураççĕ. Ун çинче 6 фермер хуçалăхĕ, 2 уйрăм предприниматель ака-суха тăвать, çавăн пекех – харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен 3 çын. Иртнĕ çул пирĕн тăрăхра 2 ача çуралнă, 14 çын вилнĕ, 5 мăшăр çемье çавăрнă, арканнă çемье пулманни, паллах, кăмăллă. Территоринче 18 çула çитмен ачаллă 72 çемье, вĕсенче 124 ача ÿсет. Вăл шутра нумай ачаллă çемье – 13, вĕсенче ачасем – 46. Вырăнти çынсене информаци, хыпар пĕлтерме тĕрлĕ мессенджерпа усă куратпăр. Террорла хăрушлăх пысăк регионсенчен пирĕн тăрăха пурăнма, ĕçлеме куçса килнĕ çынсем çук. Çурхи пысăк шыв тапхăрне кĕтсе илме çулсеренех хатĕрленетпĕр. Кăçал вара ку енĕпе уйрăмах тимлĕ пулмалли курăнать. Çынсене кун пирки асăрхаттаратпăр. Иртнĕ çул территори пайĕ вырăнти çынсемпе 9 пуху ирттерчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх субботниксене тухатпăр. Ку ĕçе малашне, паллах, анлăрах тусан лайăх. Хамăр тăрăхшăн хамăрăнах тăрăшмалла. Пуçарулăх бюджечĕн ку таранчченхи проекчĕсене тишкерсен, ярославкăсем юлашки çулсенче ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе ытларах ĕçлени курăнать. Ку таранччен Ярославка ялĕн çыннисене япăхса çитнĕ кивĕ башня шывпа тивĕçтернĕ, ăна çĕннипе улăштарма вăхăт çитнĕ. Çакна çĕнетме 2 млн çурă тăкакларăмăр. Подрядчикĕ Сергей Елов пулчĕ. Çавăн пекех Ярославка ялĕнчи Парковая урамри шыв çыхăнăвĕн сетьне 800 пин тенкĕ ытлалăх юсарăмăр. Çакăн пек ĕçе Новая, Яргейкино урамсенче, Çĕн Чемей ялĕнче турăмăр. Проект хакĕ пысăк, 6 млн та 700 пин тенкĕ ытла пулчĕ. Ĕçе «Спецтеплогрупп» чикĕллĕ яваплăхлă общество пурнăçларĕ. Объектсене хăтлăх кĕртессин программине хутшăнса Ярославка ялĕнчи Центральная урамри 1 «А» çурта блокпа модуль котельнăйне вырнаçтартăмăр. Ĕçсем 9 млн тенкĕ ытлалăх пулчĕç. Подрядчикĕ – «Лерон» чикĕллĕ яваплăхлă общество. Территоринчи 9 яла хĕллехи вăхăтра юртан тасатса тăма 623 пин тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. Çул-йĕре Сергей Шадрин ИП пăхса тăрать. Кăçал вара ялсене тасатса тăма çăмăлах мар, пур çĕрте те пĕр харăс тĕксе çитерме çук. Çынсене ăнлануллăрах пулма ыйтас килет. Кăçал пирĕн пуçарулăх бюджечĕн программипе пурнăçламалли пĕрремĕш проект вăл – «Переустройство и мероприятия по сохранности наружных сетей связи в д. Елжихово, ул. Светлая, ул. Южная, ул. Новая». Нискассинчи ç .ва территорине хăтлăх кĕртмелле. Çакăн пек ĕçе Чемей çăви çинче те пурнăçламалла. Эпĕ пурне те пĕрлехи ĕçе хутшăннисене тав тăватăп.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6