Инвестици проекчĕсем хута каяççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 13.02.2026, 10:17 Просмотров: 82

«Пирĕн тĕллев – çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси, пурнăç шайне ÿстересси. Кăçал 38 шкулта капиталлă юсав ирттерме палăртнă», – пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Наци телевиденине январь уйăхĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх панă интервьюра. Вăл иртнĕ уйăха пĕтĕмлетсе тата çитес вăхăтри плана палăртса республикăри адреслă инвестици программин тĕп проекчĕсене пĕлтернĕ.

Палăртма кăмăллă, республикăри адреслă инвестици программи шайĕнчи мероприятисем 2026 çулта пирĕн округ территорийĕнче те пурнăçланмалла. Çаксем вĕсем: йăлари хытă çÿпĕçапăна çулталăкра 30000 тонна таран сортламалли комплекс; Мăн Токшикри автоçула пĕрремĕш тапхăрпа тăвасси; Çатракассинчи Привольная урамри автоçула, Привольная урамран Пришкольная урама каякан автоçула тата Пришкольная урамри çула тăвасси; «Муркаш – Турай – «Сура» а.ç.» автоçулăн 0+000 км – 2+000 км лаптăкĕнче çул хĕррипе автобус чарăнăвĕсем тата тротуар тăвасси (2025 – 2026 çулсем); «Сура» автоçулăн 3+441 км – 5+010 км çутăпа тротуар тумалла (Нискасси патĕнче), (2026 – 2028 çулсем). Çавăн пекех çÿлерех асăннă программа шайĕнче 2026 çулта тăлăх ачасене тата ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене 28 млн тенкĕне яхăнлăх пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртнă. Олег Николаев çавăн пекех кăçал 2 поликлиника, вăл шутра Муркашра, хута каяссине пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6