Муркашри район тĕп больницин коллективĕ иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ, 2026 çулта пурнăçлама задача лартрĕ. Ĕçлĕ тĕл пулăва Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин эмелсемпе тивĕçтерессин пайĕн ертÿçи Татьяна Кириллова, Муркаш округ пуçлăхĕн çумĕн тивĕçне пурнăçлакан – вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова хутшăнчĕç.
Зоя Дипломатова больница коллективĕн тăрăшулăхне пысăка хурса хакларĕ, сывлăх сыхлав учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази çĕнелсе, пуянланса пынине палăртрĕ, малашне те ыйтусене пĕрле татса парассине пĕлтерчĕ. Асăннă сферăри ĕçсем 2025 çулта округра калăпăшлă пулса иртнĕ. «Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине модернизацилесси» регион программи шайĕнче сывлăх сыхлавĕн 13 объектĕнче капиталлă юсав ирттернĕ, Мăн Сĕнтĕр поликлиникинче шывпа тивĕçтерес тата таса мар шыва юхтарса кăларас системăна йĕркене кĕртнĕ. Тренккăри, Катькасри, Шетмĕпуçĕнчи врач амбулаторийĕсенче, Кив Матьăкри, Тушкассинчи, Тивĕшри, Çурлатринчи, Отарккăри, Йÿçкасси тăрăхĕнчи Вăрманкассинчи, Апчарти, Анаткасри тата Шупуçĕнчи ФАПсенче калăпăшлă ĕçсем туса ирттернĕ, Кăпасра çĕнĕ ФАП хута янă, 120 млн тенкĕ тăкакланă. Тĕп врач Оксана Попова палăртнă тăрăх, «Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине модернизацилесси» регион программи вăя кĕме пуçланăранпа – 2021 – 2025 çулсенче пĕтĕмпе 6 çĕнĕ ФАП туса лартнă, 11 ФАПра, 10 врач амбулаторийĕнче, тĕп больница поликлиникинче капиталлă юсав ирттернĕ. Район больницин 2 номерлĕ поликлиникинче юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Больницăн паркне туллин çĕнетнĕ, 11 автомашина туяннă. Çÿлерех асăннă программа шайĕнче Муркаш больницин поликлиникин строительстви малалла пырать. 2021 – 2025 çулсенче организацисен пурлăхпа техника бази палăрмалла çĕнелнĕ. Йывăр оборудованисем кÿрсе килнĕ: цифра рентген аппарачĕ, цифра маммографĕ, эндоскопи оборудованийĕ. Хирурги уйрăмĕ валли тĕрлĕ оборудовани кÿрсе килнĕ. Оксана Попова кашни сфера çинче тĕплĕн чарăнчĕ. Коллектива тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ, медицина ĕçченĕсене сывлăх сыхлавĕн пахалăхне ÿстерессипе малашне те тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Профсоюз ĕçĕн отчечĕпе больницăн пуçламăш профсоюз организацийĕн ертÿçи Елена Кожевникова паллаштарчĕ, коллектив обществăлла ĕçре хастар пулнăшăн тав турĕ. Уйрăмах тăрăшулăхпа палăрнă медицина ĕçченĕсене тĕрлĕ шайри Тав çырăвĕпе, Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: ĕçре маттуррисене чыслаççĕ.
Август 2026 |
