Оринин территори пайĕн пуçлăхĕ Валентина Пушкова иртнĕ çулхи ĕçпе, кăçал пурнăçламалли задачăсемпе паллаштарать:
– Оринин территори пайĕнче хастар çынсем пурăнаççĕ. Пирĕн тăрăх 14 яла пĕрлештерет. Вĕсенче 2360 çын пурăнать. Тĕрлĕ обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕсем активлă ĕçлеççĕ пирĕн патра. Вĕсен ĕçне пĕрле пухăнса планлатпăр, пăхса тухатпăр. Иртнĕ çул ветерансен канашĕн 5 ларăвне ирттертĕмĕр. Унта Аслă Çĕнтерÿ, Троица уявĕсене ирттерес, юбилярсене чыслас, спорт мероприятийĕсене йĕркелес ыйтусене пăхса тухрăмăр. Спорт ăмăртăвĕ пирĕн патра сахал мар иртет. Массăллă спорт мероприятийĕсем 7 пулнă, вăл шутра икĕ мероприяти 150 ытла çын хутшăннипе. Иртнĕ çул Тăван Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă йĕлтĕр эстафети, Космонавтика кунĕ ячĕпе шашка-шахмат турнирĕ, спортăн 9 тĕсĕпе ветерансемпе пенсионерсен спартакиади пулчĕ. Хĕрарăмсен канашĕпе çамрăксен канашĕ те çакăнта япăх мар ĕçлесе пыраççĕ. Пирĕн тăрăхри çамрăксем округ шайĕнче ирттерекен мероприятисенче те – чи активлисем. Ветерансем те, çамрăксем те йĕлтĕр, волейбол, футбол ăмăртăвĕсенче округра пĕрре мар çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Оринин шкулĕн спорт залĕ кашни кунах ĕçлет. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе те ĕçсем активлă. Виçĕ ачаллă çамрăк пĕр çемьене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ илме черете тăратрăмăр. Культура мероприятийĕсем те паллă кунсем тĕлне пирĕн тăрăхра анлăн иртеççĕ. Ку енĕпе культура ĕçченĕсем хастар. Çулсеренех çынсен тăрăшулăхĕпе пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнатпăр, шыв пăрăхĕсемпе башнисене юсатпăр, пĕвесемпе плотинăсене, палăксене йĕркене кĕртетпĕр, ача-пăча площадкисем тăватпăр. Юлашки 7 çулта территори пайĕнче асăннă программăна хутшăнса тĕрлĕ енĕпе 23 проект пурнăçлама пултартăмăр эпир, Чăваш Автономийĕ 100 çул тултарнă ятпа панă укçапа та чылай ĕç турăмăр ялсенче. Пĕлтĕр 7 проекта вăя кĕртрĕмĕр. Мулкачкассинче, Лапкасра, Çĕньял Орининта, Патаккассинче пĕвесем тасатрăмăр. Атапай ялĕнче ача-пăчана вылямалли площадка турăмăр. Чамăш ялĕнчи Иккĕмĕш урамри шыв пăрăхĕн сетьне юсарăмăр. Çак ĕçе Пăсăрман ялĕнче те туса ирттертĕмĕр. Ĕçсене çынсем хăйсем сĕнеççĕ. Мулкачкассинчи Уралеккинчи, Лапкасри, Патаккассинчи тата Çеменкассинчи 4 шыв башнине капиталлă юсав ирттерме экспертиза тумалла, конкурс суйлавĕ витĕр тухмалла. Кăçал пуçарулăх программипе 8 проект пулмалла. Тăваттăшĕ пĕве тасатассипе – Патаккассинче, Сентимĕрте, Пиккикассинче, Чамăшра; Лантăшсен шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсамалла. Лапкассен Мир, Западная, Восточная урамсенче çул юсамалла. Мулкачкассине пырса кĕмелли çула юсамалла. Чамăшра ача-пăчана вылямалли площадка тумалла. Нумай ачаллă çемьесене уйăрса панă çĕр лаптăкĕсене шывпа тивĕçтерессипе проектпа смета документацине хатĕрлемелле, 48 лаптăк унта пирĕн. Оринин территори пайĕ юлашки 4 çулта (2021, 2022, 2023, 2024) территори пайĕсем хушшинче социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕн ăмăртăвĕнче призлă вырăнсене йышăнчĕ, 2021 çулта – 1-мĕш вырăн, 2-мĕш вырăн – виçĕ хутчен. Малашне те çакăн пек çитĕнÿсем пирĕн пулсах тăччăр. Пурне те пĕрлехи ĕçшĕн тав тăватăп.
Роза МАКАРОВА.
Август 2026 |
