Çапла каларĕ Муркаш территори пайĕн пуçлăхĕ Алексей Кириллов иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ чухне. Халĕ – вырăнти пуçлăха сăмах:
– Муркаш территори пайĕшĕн иртнĕ çул çăмăл пулмарĕ. Пирĕн территорине 5 ял кĕрет. Вĕсенче пĕтĕмпе 4585 çын пурăнать. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне территоринче нумай ачаллă çемье 115, вĕсенче 353 ача воспитани илет. Иртнĕ çул 28 ача çуралнă, 63 çын вилнĕ, 29 мăшăр çемье çавăрнă, 5 çемье арканнă. Çак вăхăт тĕлне «Путене» ача садне 103 ача çÿрет, «Солнышко» ача садне, вăл шутра структура подразделенийĕпе пĕрле – 187 ача. Муркаш шкулĕнче 894 ача вĕренет, Кашмашра – 110 ача. Территори пайĕ 3121 гектар йышăнать, вăлшутра – 1503,5 гектар – арендăра, 80 гектар – Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх харпăрлăхĕнче. Çак ялсенче 2 фермер хуçалăхне регистрациленĕ, 723 хушма хуçалăх тата 1376 хваттер. Пирĕн тăрăхри çынсем культура мероприятийĕсенче, спорт ăмăртăвĕсенче активлă, çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлесе ăсатассипе те тăрăшаççĕ. «Ветеран – Моргауши» ушкăн хÿтлĕх сеткисем çыхать. Иртнĕ çулта территори пайне çырнă 33 ыйту, 3528 сăмахпа каланă ыйту килчĕ. Вĕсене пĕрне те тимлĕхсĕр хăвармарăмăр, пурне те пăхса тухрăмăр, хурав патăмăр. Территоринче хуçасăр чупса çÿрекен 14 йытă тытнă, округра – 54. Вырăнти граждансемпе 11 пуху ирттернĕ. Уйрăм тимлĕхри çынсене пушар тухассине систерекен 20 извещатель лартса панă. Профилактика канашĕн 3 ларăвне ирттернĕ, 7 ыйту пăхса тухнă. РФ МВД «Моргаушский» пайĕнчен тĕрлĕ предписани, ыйту, информаци 154 пулнă. Çынсен пурнăç условийĕсем лайăхланса пынăран харпăр хăй транспорчĕпе усă куракан та йышланать. Анчах та çулсене йĕркеллĕ тытса тăрасси – çивĕч ыйту. 5 ялти çул-йĕре тытса тăма иртнĕ çул 519 пин тенкĕ ытла тăкакланă. Муркашри нумай хваттерлĕ çуртсен картишне тытса тăма – 255 пин тенкĕ ытла. Шаптакра 580 м тăршшĕ çула асфальтпа бетонлă сийлĕ тунă, 780 метрне – асфальтогранулятпа. Территори пайĕнчи ялсенчи тротуарсене тытса тăма иртнĕ çул 99 пин тенкĕ ытла тăкакланă. Муркашри Ленин урамĕнчи 40 çурт çывăхĕнчи территорие хăтлăх кĕртме 1 млн та 672 пин тенкĕ кирлĕ пулнă. Ленин урамĕнчи тĕп площадьре икĕ тапхăрпа хăтлăх ĕçĕсене тума 6 млн та 942 пин тенкĕ ытла уйăрнă. Шаптакри Центральная урамри 1 çуртран пуçласа 40 çурт таран çул юсама 4 млн тенкĕ ытла расхутланă. Муркашри Октябре 50 çул урамри нумай хваттерлĕ 16,18, 20, 30, 32 çуртсен картишĕсене пымалли çула 1 млн та 286 пин тенкĕлĕх юсанă. Муркашри Восточная урамри контейнер площадкинче юсав тунă. Çак ĕçсем Муркашри Парковая урамра та иртнĕ. Çавăн пекех Муркашри Чапаев урамĕнче, Мир урамĕнче, Ленин урамĕнче, Хĕрлĕ Площадь урамĕнче, Гагарин урамĕнче шыв пăрăхĕн çыхăнăвне капиталлă юсама проектпа смета документацине 1 млн та 980 пин тенкĕлĕх хатĕрленĕ. Пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса иртнĕ çул Малиновкăра шыв башни улăштартăмăр, шыв пăрăхĕсене 3 млн тенкĕ ытлалăх юсарăмăр. Шаптакри пĕвене тасатса дамбине çирĕплетес ĕç валли 4 млн та 694 пин тенкĕ тăкакларăмăр. Ялсенчи çул айккисемпе, çăва таврашĕнче, ытти çĕрте субботниксем ирттеретпĕр. Çакăн пек пĕрлехи ĕçе малашне çынсем ытларах тухасса шанас килет. Пурнăçламалли ĕç те нумай пирĕн. Муркашри Чапаев урамĕнче, Мир урамĕнче, Ленин урамĕнче, Хĕрлĕ Площадь урамĕнче, Гагарин урамĕнче шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсамалла. Пуçарулăх бюджечĕпе Муркашри Колхозная урамри шыв башнине юсаса йĕркене кĕртмелле. Çак ялти Колхозная урамри, Новая Колхозная урамри, Фронтовая урамри, Красноармейская урамри шыв пăрăхĕсене çĕнетмелле. Çĕньял Муркаш патĕнчи çăва патне каймалли çула юсамалла. Малиновкăри скважинăна çĕнетмелле. «Хăтлă хула хутлăхĕ» программа шайĕнче Муркашри Комсомольская площадь урамĕнчи пĕве территорине йĕркене кĕртессипе тата унта фонтан вырнаçтарассипе ĕçсене малалла тăсмалла. Çавăн пекех асăннă çак программа шайĕнче 2027 çулта хăтлăх кĕртмелли объекта суйламалли тапхăр пулать. Планпа пăхнă тăрăх «Солнышко» ача сачĕ патĕнчи территорие хăтлăх кĕртмелле. Пирĕн малашлăх хамăр пĕрле ĕçленинчен, пуçарулăхран килет. Пĕрлехи ĕçе активлăрах хутшăнма ыйтас килет.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
