Февралĕн 13 – 15-мĕшĕсенче «Сывлăх» спорт шкулĕнче воин-интернационалистсене халалланă турнир иртет. Боксерсем округ администрацийĕн пуçлăхĕн кубокĕшĕн ăмăртаççĕ.
Турнира хамăр спортсменсемсĕр пуçне Саратов, Самара, Ульяновск, Чулхула облаçĕсен тата Мари Эл, Тутарстан, Мордва Республикисен хастарĕсем те хутшăнаççĕ. 13-мĕш хут иртекен турнира официаллă йĕркепе февралĕн 14-мĕшĕнче 15 сехетре уçаççĕ. Бокс вăййине кăмăллакансене турнира пырса курма чĕнеççĕ.
Август 2026 |
