Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне уҫнӑ

Категория: Общество Опубликовано: 13.02.2026, 09:18 Просмотров: 78

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин иртнӗ эрнере Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа чаплӑ мероприятисене старт пачӗ. «Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне уҫӑ тесе пӗлтеретӗп», – тенӗ вӑл.

Вӑл ҫӗршывӑн ҫӗнтерӗвӗсемпе ҫитӗнӗвӗсен никӗсӗнче унӑн халӑхӗсен ҫӗнтерейми пӗрлӗхӗ пулнине палӑртнӑ: «Пирӗн боецсем, фронт линийӗнчи пирӗн паттӑрсем, ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче, халӑх тӗлӗшӗнчен тӗрлӗ пулсан та, тӗн енчен уйрӑмлӑхӗ пулсан та, пӗр-пӗрне «пичче» тесе чӗнеҫҫӗ. Ку та питӗ хаклӑ тӑрать». Ҫав хушӑрах нумай нациллӗ халӑха яланах пӗрлештерсе тӑракан тӗп ӗҫ –тӗрлӗ наци представителӗсен культурине, йӑли-йӗркине тата ӑс-хакӑл хаклӑхӗсене вӗҫӗмсӗр хисеплени. «Шӑпах ҫавӑнпа ӗмӗрсем хушши пирӗн хаклӑхсем пӗрпекленсе пынӑ та ӗнтӗ». Ҫакӑ Раҫҫее ӗмӗрсем тӑршшӗпех ют тӗнче курӑма ирӗксӗрлесе йышӑнтарма хӑтланнине хирӗҫ тӑма пулӑшнӑ та ӗнтӗ: «Наполеонпа Гитлер тапӑннӑ вӑхӑтра та ҫавнашкалах пулнӑ. Ун чухне пирӗн ҫине те тӗрлӗ йӑхлӑ ҫарсем куҫнӑ-ҫке, вӗсем те пӗрлешнӗ пулнӑ, анчах вӗсем пӗрлешесси пачах урӑх принципсем ҫинче никӗсленнӗ. Вӗсене тупӑш тӑвас килни, пирӗн патра мӗн те пулин «ҫаратас», ҫӗнсе илес, аркатас, туртса илес ӗмӗт пӗрлештернӗ. Пире вара пурне те упраса хӑварас туртӑм пӗрлештернӗ – пирӗн пӗрлехи ҫӗре, пирӗн ҫемьене, пирӗн культурӑна, йӑла-йӗркене». Мероприяти «Раҫ .ей» наци центрӗнче «Пӗлӳ» обществӑн «Раҫҫей – ҫемьесен ҫемйи» марафон шайӗнче иртнӗ.

Новости РИА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6