Сăн ÿкерчĕкре Ильинка шкулĕн директорне Надежда Ивановăна куратăр. Вăл пурнăçне ачасене вĕрентсе воспитани парассине халалланă. Çак ĕçре Надежда Лукинична 42 çул тăрăшать.
Пултарулăхне кура ăна шкул директорĕ пулма шаннă. Ку должноçра вăл 15 çул ĕçлет. Çак тапхăрта ертÿçĕ шкул аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, çĕнĕлĕхсем вăя кĕртнĕ. Шкул коллективĕ тĕрлĕ проекта хутшăнать. Çавăн пекех Надежда Иванова кĕçĕн класри ачасене вырăс чĕлхи вĕрентет. Ĕçне кура – хисепĕ. Унăн тăрăшулăхне тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем çирĕплетеççĕ. Вăл 2005 çулта «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
